Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
7 Июнӗн , 11:15

ПМЭФра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистанӑн вице-премьерӗпе тӗл пулнă

ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫарусен шутӗнче тавар ҫаврӑнӑшне анлӑлатасси, промышленноҫ кооперацине йӗркелесси тата вӗренӳ улшӑнӑвӗ.

ПМЭФра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистанӑн вице-премьерӗпе тӗл пулнă
ПМЭФра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистанӑн вице-премьерӗпе тӗл пулнă

Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗн шайӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Узбекистан Республикин премьер-министрӗн заместителӗ Жамшид Ходжаев ертсе пыракан делегаципе тӗл пулнӑ. Кун йӗркинче — пӗтӗм тӗнчери сотрудничествăн аталанӑвӗн шайӗнче пӗрлехи проектсен пулне йӗркелесси. Радий Хабиров Пушкӑрт делегацине Раҫҫей регионӗсемпе Узбекистан Канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑшӑн, ҫавӑн пекех Пушкӑртстанпа ҫыхӑну тытассине ҫирӗплетме конструкциллӗ майпа пынӑшӑн Узбекистана тав тунӑ.
ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫарусен шутӗнче тавар ҫаврӑнӑшне анлӑлатасси, промышленноҫ кооперацине йӗркелесси тата вӗренӳ улшӑнӑвӗ. Сӑмахран, Пушкӑртстан Узбекистан территорийӗнче кирлӗ специальноҫсемпе кадрсем хатӗрлеме професси вӗренӳ заведенийӗсен филиалӗсене уҫма хатӗр. Чи пысӑк проект — Пушкӑртстанпа технопарк тӑвас ӗҫ Ташкент облаҫӗнче тӑвасси.
Радий Хабиров пулас технопарк территорийӗнче ӗҫлессипе кӑсӑкланни тӗрлӗ отрасль компанийӗсен вӑй-хӑвачӗпе темиҫе резидент палӑрнине палӑртнă.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн сайчӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2024-06-07/glava-bashkirii-na-pmef-vstretilsya-s-vitse-premierom-uzbekistana-3801703

 

 

ПМЭФра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистанӑн вице-премьерӗпе тӗл пулнă
ПМЭФра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Узбекистанӑн вице-премьерӗпе тӗл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: