Пушкӑртстат пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйсен промышленноҫ производствин таварӗсене тăватă уйӑх тăршшĕнче республикӑра 823,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, Уфа тӑрӑх — 444,8 миллиард тенкӗ. Иртнӗ ҫул тӗлне калӑпӑш, çав шайлашупа, 33,2% тата 41,1% ӳснӗ.
Промышленноҫ производствин индексӗ республикӑра 107,8 процентпа танлашнӑ, Раҫҫей Федерацийӗпе – 105,2%.
Позитивлӑ динамикӑна икӗ секторта палӑртнӑ: туса илекенни — 111,8% тата энергетика — 103,8%.
Чакнине чӗртавар секторӗнче (91,7 процент) тата шывпа тивӗҫтермелли, шыв ирттермелли, хуралăха пӗтермелли, каяшсене пухмалли тата утилизацилемелли сферӑра (92,7%) палӑртнӑ.