Июнӗн 15-мӗшӗнче Пелепейре Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Пелепейри сӗт комбинатне ҫитсе курнӑ. Регион ертӳҫи предприяти ӗҫӗпе, производство хӑвачӗсене аталантарнипе паллашнӑ, ҫавӑн пекех ӗҫ коллективӗпе те тĕл пулнă.
"Белебеевский молочный комбинат" АО – Раҫҫейри хытӑ сыр туса илекенсенчен пӗри. Паян унӑн продукцине Раҫҫейпе Казахстанри 250 хулара тӑратнӑ. Предприяти 1932 ҫулта никӗсленнӗ тата 90 ҫул тӑршшӗпе регионпа ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессишӗн пысӑк тӳпе хывать. Производствӑра пурӗ 700 ытла специалист вӑй хурать.
Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ предприятин тӗп производство площадкисене ҫитсе вӑл ертсе пынипе малалла аталанмалли плансене сӳтсе явнӑ. Палӑртса хӑваратпӑр, 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх комбинат 130 пин тонна ытла сӗт чӗр тавар туса хатӗрленӗ, 13 пин тонна хытӑ тата ҫемҫе сыр туса хунӑ. Кӑларакан продукци ассортиментӗнче те ҫу тата типӗ сӗт-ҫу продукчӗсем.
"Белебеевский молочный комбинат" АО генеральнӑй директорӗ Евгений Линкевич 2023 ҫултанпа предприятире ҫемҫе сыр цехӗсем тума тытӑнни ҫинчен, унта ҫулталӑкне 3 пин тонна хатӗр продукци кӑларасси ҫинчен каласа панă. Проект шайӗнче ҫавӑн пекех ҫӗнӗ производство валли кирлӗ инфратытӑм туса хураҫҫӗ. Цеха 2024 ҫулта хута яма палӑртнӑ.
Хальхи хӑватсене те çавăнтах ҫӗнетеҫҫӗ. Производствӑна аталантарма инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2024 ҫулта 2 миллиард тенкӗпе йӗркеленет.
Предприятие пырса курнă чухне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ комбинат коллективӗпе паллашнӑ. Радий Хабиров сотрудниксене тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, малашне те ӑнӑҫу суннӑ.
– Кӑҫал Пелепейри сӗт комбиначӗ ҫемҫе сыр кӑларма тытӑнать. Ку предприятин ассортимент линейкинче тунӑ ҫӗнӗ продукт, ăна пирӗн ҫынсем тивĕçлипе хасласса тата туянасса шанатӑп, - палӑртнă Радий Хабиров. – Паллах, производствӑна хута яни предприятие аталантарас тӗлӗшпе черетлӗ пысӑк утӑм пулса тӑрӗ.