Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
25 Июнӗн , 11:45

Путин "Профессионалитет" проект шайӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека сӳтсе явма хушнă

#владимирпутин

Путин "Профессионалитет" проект шайӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека сӳтсе явма хушнă
Путин "Профессионалитет" проект шайӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека сӳтсе явма хушнă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин "Профессионалитет" проект шайӗнче педагогсене ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека парас ыйтӑва пӑхса тухма, ҫавӑн пекех вӗсене пулӑшу памалли хушма мерӑсем ҫинчен шухӑшласа пӑхма хушнӑ, пӗлтернӗ Кремль сайчӗ ҫинче.

Президент апрелĕн 25-мӗшӗнче иртнӗ промышленниксемпе предпринимательсен союзӗн правленийӗн членӗсемпе тӗл пулни ҫинчен калакан порученисен переченьне ҫирӗплетнӗ. Документ текстне Кремль сайчӗ ҫинче пичетленӗ.

"Раҫҫей Федерацийӗн Правительствине... маларах асӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухма федерацин "Профессионалитет" проекчӗн шайӗнче суйласа илнӗ вӗренӳ организацийӗсен вӗренӳ программисене пурнӑҫлакан педагогика организацийӗсен педагогĕсене ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсем парасси ҫинчен калакан ыйтӑва пӑхса тухма хушнӑ.

Ку ыйтупа доклада августӑн 1-мӗшӗччен тӑратмалла. Унсӑр пуҫне президент министрсен кабинетне вӑтам професси пӗлӗвӗн вӗренӳ программисене пурнӑҫлакан педагогсене социаллӑ пулӑшу памалли хушма мерӑсем туса хатӗрлес ыйтӑва пӑхса тухма хушнă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74392/photos/77127

 

 

https://realty.ria.ru/20240624/ipoteka-1955011834.html

материалĕсем тӑрӑх.

 

Путин "Профессионалитет" проект шайӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека сӳтсе явма хушнă
Путин "Профессионалитет" проект шайӗнче ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека сӳтсе явма хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: