Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
27 Июнӗн , 11:51

Пӗтӗм пурнӑҫне потребкоопераципе çыхăнтарнă

Пишпÿлекри Валерий Иванович Исаев Пишпÿлекри райпора вӑтӑр пилӗк ҫул тӑрӑшать.

Пӗтӗм пурнӑҫне потребкоопераципе çыхăнтарнă
Пӗтӗм пурнӑҫне потребкоопераципе çыхăнтарнă
Пишпÿлекри Валерий Иванович Исаев Пишпÿлекри райпора вӑтӑр пилӗк ҫул тӑрӑшать.
— Пишпÿлекри райпора эпӗ иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсем вӗҫӗнче ахаль таваровед пулса ӗҫлеме тытӑнтӑм, унтан суту-илӳ пайӗн заведующийӗ пулса тӑтӑм, - тет Валерий Иванович. — 2021 ҫултанпа райпо правленийӗн председателӗн техника енӗпе ӗҫлекен заместителӗнче ӗҫлетӗп. Манӑн ӗҫӗмпе вӑр-вар ҫаврӑнӑҫулӑхран, тӑватӑ ҫынран тӑракан водительсен пысӑках мар, анчах питӗ туслӑ коллективӗнчен паян Пишпÿлек районӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче вырнаҫнӑ райпон 22 лавкки куллен тата чарӑнмасӑр ӗҫлени нумай килет. Ял сутӑн илекенсен кулленхи ыйтӑвӗпе ҫӗнӗ апат-ҫимӗҫпе тата таварпа Газель, УАЗ тата ГАЗ автомобильсем çине кăрса лартнă виҫӗ автолавка тивӗҫтереҫҫӗ. Кирлӗ таварсен мониторингне вырӑнсенче оперативлӑ ирттересси, халӑх ыйтӑвне тӗрӗслесси, лавккасенче хаксене сӑнасси, срокĕсем тухнă таварсем лавккасенче ан пулччӑр тесе тĕрĕслеме, пирӗн икӗ ҫӑмӑл автомобиль пур - "Нива" тата "KIA".
Валерий Исаев Пăслăк ял тӑрӑхӗнчи Егоровка ялĕнче ҫуралса ӳснӗ. Иван Николаевичпа Вера Степановнан ӗҫчен ҫемйинче тӑватӑ ача пулнӑ: икӗ ывӑл тата икӗ хӗр. Чи аслӑ ывӑлӗ 19 ҫулти Владимир Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ чухне Афганистанра интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫласа паттӑрла пуçне хунă. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ. Валентина тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ, ҫемйипе райцентрта пурӑнать. Чи кӗҫӗн йӑмӑкӗ Венера Валери пиччӗшӗ хыҫҫӑн кайнӑ, паян ҫемйипе Ярославль хулинче пурӑнать, хулари ку чухнехи тавар суту-илӳ центрӗнче тавароведра ӗҫлет.
— Шкул хыҫҫӑн ҫар пулчĕ. Стратегилле тӗллевлӗ ракета ҫарĕсенче Архангельск облаҫӗнче икӗ ҫул службӑра тӑтăм, - тет малалла Валерий Исаев. — Ҫар хыҫҫӑн Уфа хулинчи коопераци техникумне вӗренме кӗтӗм. Вӗренсе менеджер дипломне илтĕм. Анчах кунпа манӑн вӗренӳ вӗҫленмерӗ тата Мускаври коопераци университетĕнчен вĕренсе тухрăм. Вара пуҫпах, ҫамрӑк хастарлӑхпа ӗҫе пуçăнтăм. Ун чухне районти кашни ялта тенӗ пекех райпо лавкки пурччӗ. Ҫак суту-илӳ точкисен çÿлĕкĕсене куллен ыйтакан таварсемпе тултармаллаччĕ.
1985 ҫулта пысӑк юратупа эпир Пăслăкра ҫуралса ӳснӗ Люся Николаевнапа мӑшӑрлантӑмӑр, унпа шкул ҫулӗсенчен пуҫласа чылай вӑхӑт туслӑччĕ. Эпир икӗ илемлӗ хӗрпе ывӑл ҫитӗнтертӗмӗр. Халӗ пирӗн мӑнуксем Кирилл, Амир тата Варя ҫитӗнеҫҫӗ.
Ҫак калаҫу хыҫҫӑн эпир Валерий Ивановичпа райпон лайӑх оборудованиллӗ гаражӗсене кӗрсе тухрӑмӑр, унта йӗркелӗх хуҫаланать, сивӗ тапхӑрта автономлӑ ăшă пунктĕнчен газ хуранӗпе ӑшӑтмалли пур. Кунта пур автомобильсене те опытлӑ водительсем пăхаççĕ. Вӗсен ячĕпе халӑх пурӑнакан вырӑнсенче пурӑнакансенчен кулленхи пурнӑҫра кирлӗ таварсене пӗр чарӑнмасӑр кӳрсе панӑшӑн лайӑххине кăна илтме пулать.
Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Валерий Иванович райпо руководствинчен тав хучĕсем те, хисеп хучӗсем те илнӗ. Унӑн "Раҫҫей потребитель кооперацинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн" кӑкӑр паллисем (2004 ҫ.) тата "Раҫҫей потребитель кооперацине 190 ҫул" палли (2023 ҫ.) пур.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Валерий Исаевăн архивĕ.
 
 
Пӗтӗм пурнӑҫне потребкоопераципе çыхăнтарнă
Пӗтӗм пурнӑҫне потребкоопераципе çыхăнтарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: