Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
27 Июнӗн , 11:54

Пишпÿлекре шыв пăрăхĕн сечĕсене юсаҫҫӗ

Пишпÿлекри "Тепловик" МУП тивĕçтерсе тăракан шыв пӑрӑхӗн вӑрӑмӑшӗ 110 километрпа танлашать.

Пишпÿлекре шыв пăрăхĕн сечĕсене юсаҫҫӗ
Пишпÿлекре шыв пăрăхĕн сечĕсене юсаҫҫӗ
Пишпÿлекри "Тепловик" МУП тивĕçтерсе тăракан шыв пӑрӑхӗн вӑрӑмӑшӗ 110 километрпа танлашать.
Ҫурхи ҫуллахи сезон пуҫлансан "Тепловик" МУП ӗҫченӗсен теплотрассӑпа юсав ӗҫӗсен тата шыв пăрăхĕн сечĕсен планпа юсав ӗҫӗсене туса ирттермелли хӗрӳ вӑхӑт пуҫланать. Теплотрассӑсене кашни ҫул тата тӑтӑшах сӑнаса тӗрӗслеҫҫӗ пулсан, хурансен пусӑмне тӳсме пултаракан трубасем шанчӑклине тӗрӗслеҫҫӗ пулсан, шыв пăрăхĕн сечӗсен шанчӑклӑхне апла тӗрӗслеме май ҫук. Вӗсем паянхи кун питӗ кивелнĕ тата вĕсен шанчăклахĕ 60 процента яхӑн танлашать. "Тепловик" МУП балансӗнче халӑх пурӑнакан çичĕ вырӑн: Азнай, Пишпÿлек, Демски, Кăркан, Ольховка, Тулубай тата Чулпан шыв пӑрӑхӗсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче пӗтӗмӗшле илсен, шыв пӑрӑхӗн вӑрӑмӑшӗ 110 километрпа танлашать.
— Малтан эпир халӑх пурӑнакан пур вырӑнсенче те вырӑнти ҫынсенчен ыйтса пĕлсе, хамăр пăхса тухрăмăр пурлӑхăн шанчăклăхне тата ӗҫмелли шыв мӗнле килнине, тата потребительсене мӗн чухлӗ панине тӗплӗ тӗрӗслерӗмӗр, - тет предприятин производствӑпа монтаж тата юсав ӗҫӗсен ӑсти Вильмир Ахнафович Ахметзянов. — Ҫапла вара, шыв пӑрӑхӗн чи вӑйсӑр тата шанчӑксӑр участокӗсен вырăнĕсене палӑртрăмăр, шыв пӑрӑхӗсен тӑрӑмне тишкертĕмĕр. Вара ӗҫ пуҫланчӗ. Халӗ эпир райцентрта юсав ӗҫӗсем тӑватпӑр. Ку ӗҫе Владимир Русаковпа Владимир Колпаков шыв пăрăхĕн сечӗсен слесарӗсем лайӑх шайра пурнӑҫлаҫҫӗ. Кирлӗ оборудованисемпе ӗҫ материалӗсене пурне те бортлă автомобильпе Виталий Игнатьев водитель илсе килет. Кӗрхи сивӗсем пуҫланиччен пирӗн палӑртнӑ задачӑна пурнӑҫламалла тата планланӑ ӗҫсен пӗтӗм калӑпӑшне тумалла.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
 
 
 
 
 
Пишпÿлекре шыв пăрăхĕн сечĕсене юсаҫҫӗ
Пишпÿлекре шыв пăрăхĕн сечĕсене юсаҫҫӗ
Пишпÿлекре шыв пăрăхĕн сечĕсене юсаҫҫӗ
Пишпÿлекре шыв пăрăхĕн сечĕсене юсаҫҫӗ
Пишпÿлекре шыв пăрăхĕн сечĕсене юсаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: