#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хамăр çĕршыв промышленноҫри тӗп отрасльсенчен пӗрне карап тӑвас ӗҫе асӑннӑ.
"Карап тӑвас ӗҫ хамăр çĕршыври промышленноҫпа экономикӑн тӗп отраслӗсенчен пӗри шутланать. Пирӗн верфсемпе конструкторсен бюровӗн производстви, ӑс-хакӑл, кадр вӑй-хӑвачӗ хальхи граждансен карапӗсемпе боевой карапсем тума май парать", — тесе палӑртнӑ Президент.
Путин хальхи вӑхӑтра пӗр харӑсах темиҫе енлӗ ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ. Пассажирсем, наукӑпа тӗпчев, çăксем тата пулӑ промыслин флочӗ аталанаҫҫӗ, ҫӗнӗ логистикӑллӑ маршрутсем туса хатӗрлеҫҫӗ, шельфлӑ вырӑнсемпе океан тарӑнӑшӗсене тӗпчеҫҫӗ. Шӑпах Раҫҫейре атомлӑ ледоколсем тӑваҫҫӗ, ун пеккисене тӗнчери пӗр ҫӗршыв та кӑлармасть.
Ҫавӑн пекех Президент карапсем тӑвас енӗпе ĕҫлекен Пӗрлешӳллӗ корпораци сферинче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74392/photos/77127