Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
9 Июлӗн , 11:35

Пылак пурӑнма чараймӑн

Пишпÿлекри нумай ачаллӑ анне Ольга Никитина шоколад тумалли ĕçре хӑйĕн тивĕçне тупнӑ.

Пылак пурӑнма чараймӑн
Пылак пурӑнма чараймӑн

Пишпÿлекри нумай ачаллӑ анне Ольга Никитина шоколад тумалли ĕçре хӑйĕн тивĕçне тупнӑ.

Хӑш чухне шӑпа пире интереслӗ сюрпризсем парать, ҫӗнӗ пултарулӑхсем уçать. Ҫапла, Пишпÿлек ялӗнче пурӑнакан Ольга Никитина тӑваттӑмӗш хут анне пулса тӑнӑ та питӗ тутлӑ ӗҫпе — творчество ӗҫӗпе ĕçлеме тытăннă.

Пирӗн героиня Пăслăк ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Унӑн ачалăхĕ Йăлпăлак ялӗнче иртнӗ. Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыççăн 2006 ҫулта Стерлитамакри педагогика академине вӗренме кӗнĕ. Филолог специальноҫне илсен, Ольга тӑван Пишпÿлеке таврӑннă. Кунта качча тухнӑ. Хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе Анатолипе шкулта вĕреннĕ чухнех паллашнӑ. Вӗсем пӗрле ҫемье ҫавӑрнӑ, илемлӗ ҫурт лартнӑ. Ольга Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литература учителӗнче сакӑр ҫул ӗҫленӗ. Çемьери лару-тăрăва пула, унӑн юратнӑ ӗҫрен тухса каймалла пулнă. Ольга каласа панӑ тӑрӑх, вӑл халӗ те шкулшăн тунсӑхлать, хӑйӗн вӗренекенӗсене курсан, уйрӑмах тунсӑх пусать.

Мӑшӑрӗ Анатолий Уфара "Роснефть" компанинче вахта меслечӗпе ӗҫлет. Никитинсен ҫемьери пурнӑҫӗ пӗр-пӗрне ӑнланассинче тата пӗр-пӗрне хисеплессинче йӗркеленет. Вӗсем çакна хӑйсен ачисене хӑнӑхтарма тӑрӑшаҫҫӗ вӗт. Ашшӗ-амӑшӗшӗн кашни ачан хӑйӗн кӑмӑл туртни пурри савӑнтарать. Вӗсем хӑйсен чунне вӗсенче хывма, савӑнӑҫпа ӑшӑ парнелеме хатӗр. Вӗсен юратӑвӗпе хуйхи-суйхи пурин валли те ҫитет. Аслӑ хӗрӗ Полина пиллӗкмӗш класс пӗтернӗ. Вӑл волонтер ĕçне хастар хутшăнать, «Движение Первых» юхăмра тӑрать. Нумай вӑхӑт ташӑ кружокӗнче вӗренет. Йӗкӗреш арҫын ачасем Илья тата Кирилл сакӑр ҫулта. Питӗ хастар арҫын ачасем Ача-пӑча пултарулӑх центрне ҫӳреҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Кӑҫал пӗрремӗш класс пӗтернӗ. Шкула кайиччен ачасем хаваслансах ташӑсем вӗреннĕ, концертсенче ташӑ коллективӗпе хутшăннă. Кӗҫӗнни Максим пурне те питӗ пӗлесшӗн ҫунакан, ӑслӑ ача. Вӑл виҫӗ ҫулта, ача садне ҫӳрет.

Кӗҫӗн ачапа декретра чухне Ольга юратнӑ ĕçне тупнă. Ӑна шоколад тӑвас шухӑш пырса кӗнӗ. Маркетплейс ҫинче тӗрлӗ шоколад кӗлеткисене курсан, вӑл та тутанса пӑхма шутланă.

— Ку мана питӗ интереслентерчӗ, эпӗ тӗрлӗ сайтсене пӑхма пуҫларӑм: мӗнле шоколад ку, ӑна мӗнле тумалла. Пӗтӗм шоколад темперировани валли юрӑхлӑ мар иккен, бельгийскипе усӑ курсан лайӑхрах,  тӗрӗс мар тусан, вӑл йӑлтӑртатма пӑрахма пултарать, шоколад ҫинче шурӑ пӑнчӑсем пулса тӑраҫҫӗ, — тет Ольга.

Ҫаксене пурне те вӗренсе пӗтерсен, шоколад ҫинчен нумай ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем пӗлсен, ҫамрӑк анне мӗн кирлине пурне те туяннӑ та ӗҫе тытӑннӑ.

— Ҫӗнӗ ҫул умӗн хамӑн пӗрремӗш парти шоколадне турӑм. Ҫемье савӑнса кайрӗ. Паллах, малтан тӗрӗслевсемпе йӑнӑшсем нумай пулчĕç. Анчах мана питӗ килӗшрӗ. Унтан хамăн малтанхи ӗҫсене сутма тӑратрăм. Ку ӗҫре тахҫан Пишпÿлек училищинче повар-кондитер пулса вӗренни те пулӑшрĕ, — палӑртать Ольга.

Кондитер каланӑ тӑрӑх, шоколад хӑй тӗллӗн питӗ юнтармӑш продукт. Унпа ӗҫленӗ чухне пӳлӗмре температура режимĕ ҫирӗп пулмалла.

— Шоколад тума кӑмӑл-туйăм та витӗм кӳрет. Вӑл ҫук пулсан, кӗтекен результат пулмасть, — палӑртать шоколатье.

Юратнӑ ӗҫе тытӑнсан, Ольга онлайн-шоколад лавкки Стерлитамакра уҫнă.

— Пишпÿлекре шоколад хатӗрлетӗп, хатӗр коробкӑсене унта яратӑп. Хатĕр шоколадсене илсе çитерме мана йӑмӑк пулӑшать, вӑл Стерлитамакра пурӑнать, — каласа парать Ольга.

Ольга хӑйӗн хоббийӗ патне çине тăрса пынă. Малтан вӑл интернетра вӗреннӗ, унтан чата кӗнӗ, унта шоколадпа ӗҫлекен пӗтӗм Раççейри хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Унта вӑл ку ĕçĕн мĕнпур вăрттăнлăхĕсем ҫинчен пурне те пӗлнӗ. Хӗрачасем пӗр-пӗрне канашсем парса пулӑшнă, йӑнӑшсене сӳтсе явнă.

Ольгӑна ҫӗнӗ хавхалану пуçĕпех ҫавӑрса илнĕ, вӑл унăн нумай ачаллӑ аннен кунӗнче ҫӑмӑллӑнах ҫырăннă. Юратнӑ ӗҫре те, унӑн аталанӑвӗнче те тӗп пулӑшу, паллах, унӑн ҫывӑх çыннисем тата тӑванĕсем шутланаҫҫӗ.

— Эпир пурин пекех ҫемье. Пур уявсемпе ҫуралнӑ кунсене те тӑвансемпе паллӑ тӑватпӑр. Нумай ҫемьери пекех пӗчӗк йӑласем пур. Сӑмахран, вырсарникун ирхине пирӗн яланах икерчĕрен пуҫланать. Пӗтӗм ҫемьепе ҫутҫанталӑка тухса ҫӳреме юрататпӑр. Ҫулла пирӗн активлӑ кану. Ҫуллахи каникулӑн малтанхи кунӗнче эпир яланахçĕнĕ вырăнпа паллашма тухса каятпӑр. Кашни хутӗнчех ҫӗнӗ вырӑн уҫма тӑрӑшатпăр. Ҫулла утӑ ҫинче. Аттепе аннене ялта пурте пулӑшатпӑр. Эпир мӗн туни — пурте пирӗн ачасемшӗн. Эпир вӗсене ачаранпах ӗҫе хӑнӑхтарма тӑрӑшатпӑр, — палӑртать нумай ачаллӑ анне.

Кӑҫал Ольган тата тепӗр ӗмӗчĕ пурнӑҫланнă. Юратнӑ мӑшӑрӗ пулӑшнипе вӑл хатӗр бизнес "Время чая" кондитер-лавкки туяннӑ. Халӗ ӗнтӗ унӑн шоколадран тунӑ тутлӑ япалисене хӑйӗн лавккинче курма пулать.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ольга Никитинан архивӗнчен.

Пылак пурӑнма чараймӑн
Пылак пурӑнма чараймӑн
Пылак пурӑнма чараймӑн
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: