#владимирпутин
Пысӑк сортлӑ никель туса кӑларас енӗпе тӗнчери пӗрремӗш вырӑна 2023 ҫулта Раҫҫей йышӑннӑ, — палӑртнӑ РФ Президенчӗ Владимир Путин.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ июлӗн 21-мӗшӗнче палӑртакан Металлургсен кунӗ тӗлне халалланӑ мероприятие хутшӑннă.
"Раҫҫей пысӑк сортлӑ никель туса кӑларас енӗпе тӗнчере пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, алюмини кӑларас енӗпе иккӗмӗш вырӑн, виҫҫӗмӗш вырăн титан продукцийӗ туса кӑларас енӗпе тата пиллӗкмӗш – хурҫӑ шӑратмалли калӑпӑшсемпе", - тесе ҫыраҫҫӗ унӑн сӑмахӗсене Кремль сайчӗ ҫинче.
Ҫулсерен отрасль пысӑк технологиллӗ пулса пыни пӗлтерӗшлӗ, — хушса хунă Путин.
Президент каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей ку сферӑри специалистсен ҫитӗнӗвӗсемпе мăнаçланать. Ҫаксем пурте тӗрлӗ сферӑра – авиаципе космонавтикӑран пуҫласа электроникӑпа медицина таран — ҫӗнӗ те чи анлӑ майсем уҫаҫҫӗ.
"Паллах, производствӑсене малалла та тарӑн модернизацилемелле тата ҫакна принциплӑ тесе хамӑр ҫӗршыв технологийӗсемпе оборудованийӗн никӗсӗ ҫинче тумалла", — тенӗ Путин.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ санкци пусӑмне пӑхмасӑрах "отрасльре ҫӗнӗ, малашлӑхлӑ проектсем ҫине инвестицисем хывасси малалла пырать, вӗсенчен пӗр пайне патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисемпе, ҫав шутра кластер инвестици платформин механизмӗсемпе усӑ курса пурнӑҫлаҫҫӗ", — тесе палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74560/photos/77429
https://radiosputnik.ru/20240715/nikel-1959792976.html
материалĕсем тӑрӑх.