Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
18 Июлӗн , 10:23

Радий Хабиров Нефтекамскра сад ӑстисенчен ҫырласемпе чĕрĕ хӑяр илнӗ

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Нефтекамска ĕçпе кайса килнӗ вӑхӑтра вырӑнти пасара ҫитсе курнӑ.

Радий Хабиров Нефтекамскра сад ӑстисенчен ҫырласемпе чĕрĕ хӑяр илнӗ
Радий Хабиров Нефтекамскра сад ӑстисенчен ҫырласемпе чĕрĕ хӑяр илнӗ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Нефтекамска ĕçпе кайса килнӗ вӑхӑтра вырӑнти пасара ҫитсе курнӑ. Республика ертӳҫи пахчаҫӑсемпе калаҫнă, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑкланнă. Суту-илӳ ретӗнчен Радий Хабиров пушӑ алӑпа тухса кайман.
"Нефтекамскран киле ҫырласемпе чĕрĕ хӑяр илсе каятӑп. Май килнӗ таран пахчаҫӑсем патне кӗрсе тухма тӑрӑшатӑп, муниципалитетсенче вӗсем валли суту-илӳ вырӑнӗсем мӗнле йӗркеленине курас тетӗп. Нефтекамскра пурне те тивӗҫлӗ йӗркеленӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ман шутпа, хула пилӗк ҫул каялла кунта пӗрремӗш хут килнӗ чухнехинчен чылай илемлӗрех. Кунта лайӑх, ҫирӗп команда ӗҫлет. Паллах, йывӑрлӑхсем юлаҫҫӗ, анчах пӗрле, пӗрле татса парӑпӑр вӗсене", - тесе ҫырнӑ Радий Хабиров хӑйӗн telegram-каналӗнче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.
 
 
 
 
 
 
Радий Хабиров Нефтекамскра сад ӑстисенчен ҫырласемпе чĕрĕ хӑяр илнӗ
Радий Хабиров Нефтекамскра сад ӑстисенчен ҫырласемпе чĕрĕ хӑяр илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: