#владимирпутин
Путин: чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ ҫӗнӗ рыноксемпе ОПК ҫирӗп ӗҫӗ пулса тӑнă
Чугун ҫул транспорчӗ Раҫҫей аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ку отраслĕн ӗҫченӗсен тава тивӗҫлӗ ĕçĕсем тӗп рыноксене уҫни тата Раҫҫей предприятийӗсен ҫирӗп ӗҫӗ, ҫав шутра ОПК, тенĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин.
Чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенӗн кунне Раҫҫейре августӑн пӗрремӗш вырсарникун паллӑ тӑваҫҫӗ. Видео калаçăвĕнче Президент чугун ҫул транспорчӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе саламланă.
"Раççей аталанать, малалла каять. Кунта шӑпах чугун ҫул транспорчӗ пысăк вырăн йышăнать — рабочисем, инженерсем, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем, транспорт строителӗсем, çăкпа пассажир компанийӗсен специалисчӗсем. Тӗп рыноксене уҫни, шалти туризм ӳсни, предприятисен ҫирӗп ӗҫӗ, оборонӑпа промышленноҫ комплексне кӗртнӗ май, — ҫаксем пурте, ҫав шутра, сирӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫ", — тенӗ отрасль ӗҫченӗсене Президент.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74704/photos/77625
https://ria.ru/20240804/transport-1963922379.html
материалĕсем тӑрӑх.