Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
7 Августӑн , 12:09

Республикăн инвестици политикин тӗп инструменчӗ

Инвестици канашӗн ларӑвӗсен форматне Раҫҫейри чи лайӑх практикӑсенчен пӗри тесе йышӑннӑ.

Республикăн инвестици политикин тӗп инструменчӗ
Республикăн инвестици политикин тӗп инструменчӗ

"Инвестицисене пирӗн экономикӑна явӑҫтарас тӗлӗшпе эпир хамӑр ҫине пысӑк задача илтӗмӗр. База тӑтӑшах ӳссе пынине шута илсе кӑтартусем ҫулсерен кӑткӑсрах пулаҫҫӗ. Анчах пирӗн урӑх вариант ҫук. Ҫавӑнпа та инвестицисене явӑҫтарасси кашни муниципалитет пуҫлӑхӗн тӗп тӗллевӗ пулмалла".

(Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тухса каланинчен).

 

Инвестици канашӗн ларӑвӗсен форматне Раҫҫейри чи лайӑх практикӑсенчен пӗри тесе йышӑннӑ.

Инвестици сехечӗсем, хӑйсен тухӑҫлӑхне республика шайӗнче кӑтартса, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе республикӑри пур муниципалллă районсемпе хула округӗсенче те ӗҫе кӗртнӗ. "Инвестчасем" вăхăтĕнче республикӑра ытлашши аталанман е приоритетлӑ аталану ыйтакан производствӑн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене, отраслӗсене тимлеҫҫӗ.

Пишпÿлек районӗн территорийӗнче 516 пӗчӗк предпринимательство объектне регистрациленӗ, вӗсенчен 81 юридика сăпачĕ, 435 уйрӑм предприниматель. Район администрацийӗнче предпринимательсемпе активлӑ ӗҫлес тӗллевпе "предприниматель сехечӗсем" куллен иртеҫҫӗ.

Сӑмахран, 2023 ҫулта ИП А.В. Смолов общество апатланӑвӗ ӗҫ-хӗл тĕлĕшпе пулӑшу панӑ. 2022 ҫулта Андрейпе Вера Смоловсен ҫемье мӑшӑрӗ Пишпÿлекре «Sushi Moji». апат-ҫимӗҫ илсе тухмалли ресторан уҫнӑ. Каярахпа ҫамрӑк предпринимательсем инвестици сехетне хутшӑнса туяннӑ оборудование компенсацилеме грант илме пултарнӑ.

— Эпир гранта ĕçлекен предприяти пек илтӗмӗр. Оборудовани туяннӑшӑн компенсаци икҫӗр пине яхӑн пулчĕ. Паллах, ку пире питӗ пулӑшрӗ. Предпринимательсене ҫавӑн пек пулӑшу памалли мерӑсем кирлӗ тесе шутлатӑп, ĕç-хĕл пуҫламӑшĕнче кăна мар, хӑйсен ӗҫне тахҫанах аталантаракансемшӗн те, сӑмахран, предприятие малалла анлӑлатма, оборудовани туянма тата ытти ҫавӑн пек майсем патшалăх парать пулсан, унпа усӑ курмалла, — палӑртать Андрей Смолов.

"Инвестчассем" — Пушкӑртстан Республикинчи инвестици политикин тӗп инструменчӗ. Инвестици ларӑвӗсен ҫак форматне, çак канашăн ларӑвӗсене Раҫҫейри чи лайӑх практикӑсенчен пӗри тесе йышӑннӑ. Вӑл республикӑна инвестици шучӗпе регион-лидерсен шутне кӗме май парать. Пушкӑртстанри Инвестици комитечӗн ларӑвӗсен шайӗнче пилĕк ҫул хушшинче (2019—2023 ç.ç.) "Инвестици сехечӗ" форматра 553 инвестици проектне пӑхса тухнӑ, инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 11012,8 миллиард тенкӗпе танлашнă тата 81323 çĕнĕ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнĕ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Андрей Смоловӑн архивĕнчен.

 

Республикăн инвестици политикин тӗп инструменчӗ
Республикăн инвестици политикин тӗп инструменчӗ
Елена Захарова, Пишпӳлек районӗн администрацинчи инвестицисемпе, экономикӑпа тата предпринимательлӗх пайӗн начальникӗ: — Ҫавӑн пек формата пула предпринимательсемпе чӗрӗ калаҫу йӗркелеме, проектсене пурнӑҫлама пулӑшма май ки-лет. 2023 ҫулта "Предприниматель сехечӗ" форматра 51 ка-нашлу ирттернӗ, 72 проекта пӗтӗмӗшле 155 млн тенке яхӑн пӑхса тухнӑ. 2024 ҫулта 30 лару ирттернӗ, 46 проекта пӑхса тухнӑ. Кашни ҫул "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене аталантарасси тата пулӑшасси" муниципалитет программисен шутĕнче финанс пулӑшӑвӗ параççĕ, пилӗк ҫул хушшинче 33 пӗчӗк предпринимательство субъектне пулӑшу панӑ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: