Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
14 Августӑн , 12:58

Пишпÿлекре тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ

Ҫуран ҫӳремелли ҫулсене тӗпрен юсасси Пишпÿлекри Центральная урамӗнчи автовокзал енчен пуҫланнă.

Пишпÿлекре тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ
Пишпÿлекре тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ

Ҫуран ҫӳремелли ҫулсене тӗпрен юсасси Пишпÿлекри Центральная урамӗнчи автовокзал енчен пуҫланнă.

Хӑйӗн ӗҫӗн пуҫламӑшӗнче регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров муниципалитетсене аталантармалли программӑсене пурнӑҫланӑ чухне халӑх пурӑнакан вырӑнсен тулашри сӑн-сӑпачӗ ҫинчен те шухӑшламаллине, лайӑх, хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри пулнине, мӗншӗн тесен хӑтлӑ общество хутлӑхӗ пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшни пирки пĕр хут кăна мар каланă.

— Райцентрта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ Пишпÿлек ял советне урамсенче тратуарсем начар е çукки пирки пĕрмай калатчĕç, — тет Пишпÿлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов. — Граждансен асӑрхаттарӑвӗсемпе ыйтӑвӗсене шута илтӗмӗр те çак ыйтăва уйрăм контроле илтӗмӗр. Проектпа смета докуменчӗсене тата подрядчикне шырама пӗлтӗрех пуҫланăччĕ. Унсӑр пуҫне эпир "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалӑх программине те хутшӑнтӑмӑр. Ӑна пурнӑҫлама 4 млн 300 пин тенкӗ илтĕмĕр. Тендера Пелепей хулинчи "Техстрой" ООО подрядчик выляса илчӗ. Тротуар сарлакӑшӗ 1,5 метр пулать. Бордюрсемпе асфальт витӗмӗсем пӗр шайра пулаҫҫӗ, асфальт витӗмӗ варринче мӑкӑрӑлчӑклă пулать — ҫавна пула тротуар ҫинче шыв пухӑнмасть. 2024 ҫулта тротуара военкомат çурчĕ ҫити хывӗҫ, ӗҫсене 2024 ҫулхи октябрь вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Ҫав хушӑрах "Огонек" лавккаран пуҫласа Ҫӗнтерӳ паркне ҫитиччен тротуар участокӗнчи ӗҫсен пӗр пайне сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Строительсен бригади автовокзалтан пуҫласа Центральная урам тӑрӑх тротуара тӗпрен юсамалли ӗҫсене туса пырать. Райцентрта ҫӗнӗ тротуарсене юсас тата вырнаҫтарас ӗҫ малашне те малалла тӑсӑлӗ.

Райцентрти нумай ҫуран ҫын тата Центральная урампа иртен-ҫӳрен водительсем тротуар тăвакансен ӑстисем ҫине кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ. Кунта малтанах стройматериалсем илсе килнӗ: хӑйӑрлӑ-грави хутӑшӗпе тротуар бордюрӗсем нумай, тивӗҫлӗ техника та пур.

— Манӑн бригада 2012 ҫулта Пишпÿлекре пӗр объектра строительство ӗҫӗсем ирттернӗччĕ, — тет бригада мастерĕ Самвел Бадалян. — Ют ҫынна, Пишпÿлекре пурăнакана мар, лайӑх курăнать кунта пулса иртнӗ улшӑнусем. Пишпÿлек ҫӗнелет тата хӑтлӑланать. Ман бригадӑра вунă ҫын ытла ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра эпир кунта виҫҫӗн ӗҫлетпӗр: ман пулăшакан Вачик Бадалян тата Разиф Сунагатуллин ҫамрӑк экскаваторщик. Ҫанталӑк условийӗсем йӗркеленессе шанатпӑр, эпир хамӑр ĕçе палăртнӑ срокра тата лайӑх пахалăхпа пурнӑҫлӑпӑр.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Пишпÿлекре тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ
Пишпÿлекре тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ
Пишпÿлекре тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ
Пишпÿлекре тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ
Пишпÿлекре тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: