Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
15 Августӑн , 13:03

Хамăр патра кăларнă стройматериал сĕнет

Пишпÿлекри "Бижбулякводоканалсервис" ООО пилорами, Андрей Валерьевич Михайлов ертсе пынипе, Пишпÿлекре строительство валли юрăхлă хакпа пиломатериал кăларать.

Хамăр патра кăларнă стройматериал сĕнет
Хамăр патра кăларнă стройматериал сĕнет
Пишпÿлекри "Бижбулякводоканалсервис" ООО пилорами, Андрей Валерьевич Михайлов ертсе пынипе, Пишпÿлекре строительство валли юрăхлă хакпа пиломатериал кăларать.
Пушкӑрт Республики чи тухӑҫлӑ промышленноҫ политикине пурнӑҫланакан регион шутланать. Промышленность аталанӑвӗн ыйтӑвӗсем Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Радий Хабировӑн кулленхи кун йĕркинче тата тимлĕхĕнче яланах тăраççĕ. Ертӳҫӗ кирлӗ ресурссене вӑхӑтра шута илсе пурнӑҫламалли пур циклсенче те проектсем туса пырать. Комплекслӑ тата системӑллӑ ĕçлени хӑйӗн результачӗсене парать. Санкцисемпе пусӑм условийӗсенче малта пыракансен статусне тытса пыма йывӑр, анчах Пушкӑртстана ку май килет.
Пушкӑрт Республикин Инвестици комитечӗн ларӑвӗсенче промышленноҫ енӗпе "Инвестици сехечӗ" форматра 2024 ҫулта Пушкӑрт Республикин приоритетлӑ инвестици проекчӗсен переченьне 31389,5 миллион тенкӗ инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗпе 15 проекта пӑхса тухнӑ тата кӗртнӗ. Кӑҫал 15 инвестици проектне, ҫав шутра "Бижбулякводоканалсервис" ООО "Йывӑҫ касас енӗпе предприятисем йӗркелесси" проекта (10 миллион тенкӗ, проекта 2028 ҫулта вӗҫлессе кӗтеҫҫӗ) пурнӑҫлама тытӑнаҫҫӗ.
— Пилорамӑн промышленность продукцине чи малтанах ҫуртсемпе ҫурт-йӗр лартмалли пӳлӗмсем тума хатӗр материалсем туянма пулӑшма палӑртнӑ, - каласа парать ывӑлне пилорама ӗҫне йӗркелеме пулӑшакан Валерий Витальевич Михайлов. — Паян эпир касса хурӑнпа юманран тунă хӑмасем, стропилăсем, маткӑсем, пурӑнмалли ҫуртпа мунча валли пурасем, вутӑ хатӗрлетпӗр. Пӗтӗм материал пирӗн вырӑнта кăларнăскер. Эпир ӗҫлӗ вӑрман уҫланки ҫыртарса илетпӗр, ӑна касатпӑр, унтан пилорамӑна турттарса, ĕçе кĕртетпĕр. Ҫакӑн валли кирлӗ техника пур. Çав шутра прицеплӑ, КУНлӑ тракторсен ултӑ единици. Вӑрман уҫланкинчен пĕренесене Т-150 К трактор кăларать, ытти техникӑна кирлӗ май пилорамӑра ӗҫлеттереҫҫӗ. Пур ӗҫе те ултӑ ҫынран тӑракан пысӑках мар мобильлĕ коллектив туса пырать. Пирӗн хӑю пилорами, унта хĕррисене касакан станок пур. Заказчиксем пирӗн продукципе кӑмӑллӑ. Ҫак кунсенче тата тепӗр ангар тата техникӑна упрама пысӑк гараж тума тытăнасшăн.
Паян суту-илӳ пасарӗнче строительство валли хальхи материалсем нумай. Анчах йывӑҫ ял ҫыннисемшӗн чи кирлӗ тата ĕçлемелли материал пулса тӑрать. Ку вăл пурасем валли пӗренесем, урай хӑмисем, маччасемпе пÿрт тăррисем валли хӑма, мунча валли вут-шанкӑ.
 
"Бижбулякводоканалсервис" ООО пурнӑҫлакан "Йывӑҫ касас енӗпе ӗҫлекен предприятие йӗркелесси" проект инвестици проекчӗ пулса тӑрать. Проект шайӗнче производство площадкине пиломатериал тума 800 тӑваткал лаптӑк тума палӑртнӑ. Асӑннӑ проекта пурнӑҫланӑ май виҫӗ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, ҫавӑн пекех тӗп капитала 10 миллион тенкӗ чухлӗ инвестици хывма, муниципалитет район бюджетне налук тытӑмӗсене ӳстерме палӑртаҫҫӗ, - каласа парать Пишпÿлек район администрацин экономика тата предпринимательлӗх пайӗн начальникӗ Елена Александровна Захарова.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Хамăр патра кăларнă стройматериал сĕнет
Хамăр патра кăларнă стройматериал сĕнет
Хамăр патра кăларнă стройматериал сĕнет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: