Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
21 Августӑн , 12:20

Путин Раҫҫейри виҫӗ региона ҫитсе курнӑ

#владимирпутин

Путин Раҫҫейри виҫӗ региона ҫитсе курнӑ
Путин Раҫҫейри виҫӗ региона ҫитсе курнӑ

#владимирпутин

Путин Кабардин-Балкарине, Ҫурҫӗр Осети-Аланипе Чечняна ҫитсе курнӑ.

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин федерацин Çурҫӗр Кавказ округне ĕçпе кайса килнӗ май РФ виçĕ субъектне: Кабардин-Балкарие, Ҫурҫӗр Осети-Алание тата Чечняна ҫитсе курнӑ.

Ытларикун Путин Кабардин-Балкарине ҫитсе курнӑ, унта "Агро 07" ООО сад хуҫалӑхне пӑхса тухнӑ, республика пуҫлӑхӗпе Казбек Коковпа тӗлпулу ирттернӗ.

Унтан президент Ҫурҫӗр Осети-Алание кайнă. Унта патшалăх пуҫлӑхӗ "Ангелсен хули" мемориал комплексне ҫитсе курнӑ, унта Беслан хулин 1-мĕш шкулӗнче 2004 çулхи терактра вилнӗ 334 çынран 266-не пытарнӑ. Кунсӑр пуҫне, Путин Беслан шкулӗн спортзалӗнче пулнӑ мемориал ҫумне чечексем хунă, ҫавӑн пекех 2004 ҫулхи терактра вилнĕ ачасен амӑшӗсемпе тӗл пулнă, республика пуҫлӑхӗпе Сергей Меняйлопа уйрӑммӑн калаҫнă.

Каҫхине патшалӑх пуҫлӑхӗ Чечняна вӗҫсе килнӗ, аэропортра ӑна регион пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров кĕтсе илнĕ.

 Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74898/photos/77810

 

https://ria.ru/20240820/putin-1967417157.html

материалĕсем тӑрӑх.

 

 

 

Путин Раҫҫейри виҫӗ региона ҫитсе курнӑ
Путин Раҫҫейри виҫӗ региона ҫитсе курнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: