#владимирпутин
Путин Астрахань губернаторӗпе Бабушкинпа тӗл пулсан унӑн ӗҫне хакланă.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Астрахань облаҫӗн губернаторӗпе Игорь Бабушкинпа тӗл пулнӑ чухне регионта пурте йӗркеллӗ те лайӑх хӑвӑртлӑхпа аталанни ҫинчен пӗлтернӗ.
"Пӗтӗмӗшпе илсен, сирӗн пурте йӗркеллӗ те лайӑх хӑвӑртлӑхпа аталаннӑ пек туйӑнать мана", — палӑртнă Путин.
Бабушкин та президента: регионта кирлӗ результатсем тума мӗн кирлине пурне те тӑваҫҫӗ, астраханецсем патшалӑх пуҫлӑхне улталамĕç, тенӗ.
"Аван. Пӗр çеккунт та иккӗленместӗп", - тенӗ Путин.
Ҫавӑнпа пӗрлех Президент объективлӑ характерӑн, сӑмахран, Каспи ӑшӑхланни е кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем пушанса юлни ҫинчен каласа панă. Анчах административлӑ тата финанс планӗнче тивӗҫлӗ мероприятисем йӗркелемелли ыйтусем те пур. Пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗртен çынсене куçарассисĕр пуҫне Путин регионсемпе муниципалитет ҫулӗсене асӑннă.
https://ria.ru/20240827/babushkin-1968740671.html
материалĕсем тӑрӑх.