Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
12 Сентябрӗн , 15:45

Радий Хабиров ҫитес пилӗк ҫулта Пушкӑрт ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, сентябрӗн 12-мӗшӗнче хӑйӗн инаугурацийӗн церемонийӗнче тухса, ҫитес пилӗк ҫулсенче республика ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ.

Радий Хабиров ҫитес пилӗк ҫулта Пушкӑрт ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ
Радий Хабиров ҫитес пилӗк ҫулта Пушкӑрт ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ
 
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, сентябрӗн 12-мӗшӗнче хӑйӗн инаугурацийӗн церемонийӗнче тухса, ҫитес пилӗк ҫулсенче республика ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ. Ун сӑмахӗсем тӑрӑх, тĕп тимлӗхре регион ҫыннисем тата вӗсен ырлӑхӗ юлаҫҫӗ.
"Тӗп тӗллев Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин лартнӑ наци тӗллевӗсене пурнӑҫласси. Чи малтан вӗсем ҫынсем. Эпир Пушкӑрт ҫыннисен сывлӑхӗпе ырлӑхӗшӗн яваплӑ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче республикӑри пурнӑҫӑн вӑтам тӑршшӗ 73,2 ҫула ҫитнӗ, анчах та пирӗн 78 ҫул кӑтарту патне туртӑнмалла. Ку пирӗн тӗп ориентир. Ҫапах та ҫак ҫулсене пурӑнса ирттересси кӑна мар, вӗсене активлӑ та кӑмӑллӑ пурӑнса ирттерни кирлӗ. Эпир каларăшле: вӑрах, тивӗҫлӗ, килте. Пирӗн "Башкирское долголетие" программа ҫӗршер пин ватӑ ҫынна ҫавӑрса илчӗ, ку питӗ кирлӗ. Анчах пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатмалли тӗп никӗс ҫирӗп экономика пулмалла", - тесе палӑртнӑ Хабиров.
 
Маларах республика Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех поликлиникӑсене лайӑхлатма тата унта йӗрке тума кирли ҫинчен каланӑ.
 
Сăнÿкерчĕкĕ: Башинформ.
 
 
Радий Хабиров ҫитес пилӗк ҫулта Пушкӑрт ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ
Радий Хабиров ҫитес пилӗк ҫулта Пушкӑрт ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: