Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Экономика
10 Октябрӗн 2024, 13:16

Пӳртсене шыв килчӗ

"Бижбулякводоканалсервис" ОООн мобильлĕ бригади Пăслăк ял советĕнчи Пурлăкан тӗп урамӗпе кивелнĕ шыв пăрăхĕ вырӑнне ҫӗнннине хывнă.

Пӳртсене шыв килчӗ
Пӳртсене шыв килчӗ
"Ял вӑл пирӗн мӑнаҫлӑх, пирӗн ҫӑлкуҫсем. Пирӗн ял ҫыннисемшӗн тӑрӑшмалла".
Радий Хабиров Пушкӑртстан Патшалӑх Пухӑвне — Курултая, 2022 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче ҫырупа тухса каланинчен.
 
"Бижбулякводоканалсервис" ОООн мобильлĕ бригади Пăслăк ял советĕнчи Пурлăкан тӗп урамӗпе кивелнĕ шыв пăрăхĕ вырӑнне ҫӗнннине хывнă.
Ял ҫыннисем кӗвентесемпе витресем йӑтса ҫӑла шыв ӑсма ҫӳренӗ вӑхӑтсем иртсе кайрӗҫ. Халӗ пӗчӗк ялсенче те урамри водопровод пур, ӑна пурӑнмалли ҫуртсем ҫумне, проект тӑрӑх хушнӑ пек, тӳрех кухньӑна касса кӗртнӗ.
— Ҫанталӑк уяр тӑнӑ вӑхӑтра эпир пысӑках мар Пурлăкара пурӑнакансем валли урамри кивелнӗ водопровода улӑштарма пулӑшма ыйтнине тивĕçтерме тӑрӑшрӑмӑр, — тет "Бижбулякводоканалсервис" ООО ертӳҫи Андрей Валериевич Михайлов. — Малтан лару-тӑрӑва тӗпчерӗмӗр, проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлерӗмӗр. Пысӑк йывӑр ӗҫе кая юлакан тупӑшсен шучӗпе пурнӑҫлама йышӑннӑ. Кирлӗ материал хатӗрлесе ҫитерсен, ку ытларах вăйлă электронасос СУПН, пластик трубасемпе слив пуссисем, ҫавӑн пекех ҫӗрте траншейӑсене чавма экскаватор, ĕç вӗреме пуҫларĕ. Августӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 24-мӗшӗччен пирӗн водопроводчиксен мобильлӗ бригади задачӑна пурнӑҫларĕ: ҫӑлкуҫӗнче ҫӗнӗ электронасуса монтаж тунӑ, пӗтӗм ял урамӗпе 830 метр тӑршшӗ пластик трубасем ирттернĕ, вунпилӗк ҫурт патне касса кӗртнӗ, бетонран тунӑ виҫӗ слив ункисем лартнă. Ҫапла вара, пысӑках мар ялта пурӑнакансене халӗ килти шыв пӑрӑхӗн кранӗнчен килти нушисем валли пӗр чарӑнмасӑр ҫӑл шывӗпе тивӗҫтернӗ. Ырӑ сӑмахпа Ханиф Рашитович Шаймарданов мастера, Владимир Ильич Михайлов сварщика, Владимир Леонидович Кудряшов слесарь-монтажнике, Алексей Владимирович Днепровский экскаваторщика тата вырӑнти ҫынна Андрей Юрьевич Зубова тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине палӑртас килет. Пурлăкара пурӑнакансем вӗсене ӗҫе пурнӑҫланӑшӑн тав тӑваҫҫӗ.
— Пирӗн ялта водопровод пурччӗ, анчах трубасем кивелнӗ, трубасен сыпӑкӗсем тутӑхнӑ, путнӑ, ҫавӑнпа вӑхӑт-вӑхӑт шыв ҫухалатчĕ, - каласа параççĕ Пурлăкара пурӑнакан Николай Васильевич Захаровпа Александр Александрович Яковлев. — Вӑл киле хӑй тӗллӗн килетчĕ. Эпир ҫак водопровода 1968 ҫулта нефтяниксем тунине лайӑх астӑватпӑр. Ун чухне пирӗн ялта 54 пурӑнмалли ҫурт пурччӗ. Водопровод тунӑ кашни килтен нефтяниксем пӗрер сурăх тата 45 тенкӗ илнӗ. Халӗ ӗнтӗ пурте урӑхла. Ку вара питӗ лайӑх!
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
 
Сăнÿкерчӗксем ҫинче: 1. Владимир Ильич Михайлов сварщик, Ханиф Рашитович Шаймарданов мастер, Владимир Леонидович Кудряшов слесарь-монтажник.
2. Пурлăкара пурӑнакансем Николай Васильевич Захаровпа Александр Александрович Яковлев.
 
 
Пӳртсене шыв килчӗ
Пӳртсене шыв килчӗ
Пӳртсене шыв килчӗ
Пӳртсене шыв килчӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: