Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
8 Ноябрӗн , 13:36

"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн ертÿçисем пулас ĕçлекенсемпе тĕл пулнă

Пишпÿлекре тăвакан "Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн цехне ӗҫлекенсене пухасси малалла пырать.

"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн ертÿçисем пулас ĕçлекенсемпе тĕл пулнă
"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн ертÿçисем пулас ĕçлекенсемпе тĕл пулнă

Пишпÿлекре тăвакан "Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн цехне ӗҫлекенсене пухасси малалла пырать. Пишпÿлек район администрацийӗн акт залӗнче предприяти ертÿçисемпе ӗҫлекенсен тӗлпулу иртнӗ. Ӗҫлӗ тӗлпулӑва министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан — Пушкӑртстанри халӑхӑн ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Юрий Михайлович Мельников, Пишпÿлек районӗн администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хутшӑннӑ.
Вӑхӑтлӑха ĕçсĕр юлнă граждансем умĕнче "Дельта" ШП директорӗ Светлана Геннадьевна Кузьмина тухса сăмах каланă, вӑл предприяти ӗҫ-хĕлĕпе тата ӗҫ условийӗсемпе паллаштарнă. Тӗлпулу вӗҫленсен предприятие ертсе пыракансене кӑсӑклантаракан ыйтусем пама май пулнӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннисенчен нумайăшĕ ӗҫе вырнаҫса вӗренме килӗшнĕ.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн компани ертӳҫисем, район ертӳҫисемпе тата республикӑри халӑхӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Мельниковпа пӗрле "Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн цехӗсене ҫитсе курнă, унта производство линине пӑхса тухнă, ҫавӑн пекех предприятин малашлӑх планӗсене сӳтсе явнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн ертÿçисем пулас ĕçлекенсемпе тĕл пулнă
"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн ертÿçисем пулас ĕçлекенсемпе тĕл пулнă
"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн ертÿçисем пулас ĕçлекенсемпе тĕл пулнă
"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн ертÿçисем пулас ĕçлекенсемпе тĕл пулнă
"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн ертÿçисем пулас ĕçлекенсемпе тĕл пулнă
"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн ертÿçисем пулас ĕçлекенсемпе тĕл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: