Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
5 Декабрӗн , 11:33

Пушкӑртра бройлер ҫӑмарти тӑвакан репродуктор тӑваҫҫӗ

Проекта инвестицисем 2 миллиард та 317 млн тенкӗпе танлашӗҫ, 200 ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.

Пушкӑртра бройлер ҫӑмарти тӑвакан репродуктор тӑваҫҫӗ
Пушкӑртра бройлер ҫӑмарти тӑвакан репродуктор тӑваҫҫӗ

"Пушкӑрт бройлерӗ" компани тата Пушкӑртстан Ял хуҫалӑх министерстви бройлер ҫӑмарти тӑвас енӗпе пысӑк репродуктор тӑвасси ҫинчен килӗшӳ çине алӑ пуснӑ.
Проекта инвестицисем 2 миллиард та 317 млн тенкӗпе танлашӗҫ, 200 ытла ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.
"СтарНафта" УК агрохолдинг пурнӑҫлакан проекта регионта кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес ӗҫе аталантарма тата Пушкӑртстанри АПК экспорт вӑй-хӑватне ӳстерме янӑ.
Килӗшӗве декабрӗн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери бизнес-2024 эрне шайӗнче Уфара алӑ пуснӑ. Пушкӑрт ял хуҫалӑх министрӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ильшат Файзрахманов регион валли проект тухӑҫлӑхне тата ведомство инвестора пулӑшу пама хатӗррине палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-12-04/bashkirskiy-broyler-postroit-v-bashkortostane-reproduktor-za-2-3-mlrd-rubley-4037517

 

 

 

Пушкӑртра бройлер ҫӑмарти тӑвакан репродуктор тӑваҫҫӗ
Пушкӑртра бройлер ҫӑмарти тӑвакан репродуктор тӑваҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: