#владимирпутин
Путин: Раççейре производствӑсем пурте ӗҫлеҫҫӗ, анчах ӗҫлекенсем ҫитмеççĕ.
Раҫҫейре производствӑсем пурте ӗҫлеҫҫӗ, анчах ӗҫ аллисем ҫитмеççĕ, - тенӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин.
ВТБăн "Раççей чӗнет!" вунпиллӗкмӗш инвестици форумӗ декабрӗн 4-5-мӗшӗсенче Мускаври пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ центрӗнче иртет. Унӑн тӗп теми - "Малашлӑх капиталӗпе капиталăн пуласлӑхӗ". Пленум сессин модераторӗ ВТБ банк правленийӗн председателӗ Андрей Костин тухса калать.
"Пирӗн ӗҫсӗрлӗх 2,4% танлашать. Предприятисем пурте ӗҫлеҫҫӗ, ĕçлекенсем ҫитмеҫҫӗ. Паллах, инвестици процесне тивӗҫтермелле - пӗтӗмӗшпе илсен, эпир ӑна тума пултартӑмӑр", - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ форумра.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75751/photos/79332
https://ria.ru/20241204/putin-1987374020.html