Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
12 Декабрӗн 2024, 12:21

Пишпÿлекре ҫӗвӗ предприятийӗн производство участокӗ ӗҫлеме пуҫланӑ

Декабрӗн 11-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн производство участокне хута ямалли церемоние хутшӑннӑ.

Технологи комплексне 2022 ҫулхи декабрьте "Инвестчас" ларӑвӗнче ырланӑ приоритетлӑ инвестпроекта пурнӑҫланӑ шайра йӗркеленӗ. Ҫак тӗллевсем валли 100 млн тенкӗ янӑ. Пишпÿлекри цех "Дельта" производство компанийӗн виҫҫӗмӗш площадки пулса тӑчӗ, вӑл Уфапа Мелеузра ятарлă тумтир кӑларать. Ҫӗнӗ участокра 100 яхӑн специалист ӗҫлӗ.
Предприятин тӗп директорӗ Светлана Кузьмина регион ертӳҫине тумтир хатӗрлемелли технологи процесӗпе паллаштарнӑ тата кӑларакан продукци тӗслӗхӗсене кăтартнă.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ "Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗн коллективне ҫӗнӗ участока хута янӑ ятпа саламланă.

– "Инвестчасра" эпӗ Светлана Геннадьевнана малалла аталанма сӗнтӗм, мӗншӗн тесен вӗсем Уфари ӗҫ вӑйӗпе кӑткӑслӑха туйма пуҫларӗҫ. Ҫак самантран пуҫласа Пишпÿлекри ҫӗвӗ участокӗ тӑвас истори пуҫланчӗ, - каласа панă Радий Хабиров. - Проекта район пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов ырларӗ, вӑл ҫӗр лаптӑкне суйлама тата йӗркелеме пулӑшрӗ. Предприяти чӑнах та лайӑх пулчӗ – ҫутӑ, ӑшӑ, хӑтлӑ ӗҫ условийӗсем. Районта пурӑнакансене пурне те чӗререн саламлатӑп. Ҫавӑн пек производствӑсем пирӗн ҫынсен ырлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ҫӗвӗ предприятийӗн ертӳҫи те проекта пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн регион правительствине тав тунӑ. Сӑмахран, республика "Дельта" компанине чӗр тавар, материалсем тата оборудовани туянма 22 млн тенкӗ чухлӗ субсиди уйӑрнӑ.
Унсӑр пуҫне ҫӑмӑл промышленноҫа Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн вырӑнти филиалĕнче кадр пулӑшӑвне 2024 ҫулта пӗрремӗш студентсем вӗренме "Çӗвӗ ĕҫӗн мастерӗ" ҫӗнӗ специальность уҫнӑ.
Пишпÿлек район пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн сӑмахӗнче муниципалитетӑн экономикипе социаллӑ сферишӗн ҫӗнӗ производство пӗлтерӗшне палӑртнă.
"Дельта" ҫӗвӗ предприятийӗ Раҫҫейри 50 регионтан заказчиксене ҫулталӑкра 150 пин комплект специаллă тумтир кӑларать. Компани -партнерсен шутӗнче – нефть кӑларас тата тирпейлес, хими отраслӗ, энергетика комплексӗнче ертсе пыракан хамăр çĕршыври промышленноҫ гиганчӗсем.
https://glavarb.ru/rus/press_serv/novosti/187934.html

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: