#владимирпутин
Путин ИИ сферинче Пӗтӗм тӗнчери альянс ӗҫне хута ямалли церемоние старт панă.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей альянс пуҫарӑвӗпе йӗркеленекен Пӗтӗм тӗнчери искусствăлла интеллект альянс сферинчи ӗҫсене хута ярас церемоние хутшӑннӑ.
"Тархасшӑн, хаваспах", - ирӗк панӑ РФ Президенчӗ искусствӑлла интеллект енӗпе тӗнчери альянс тӑвасси ҫинчен калакан меморандума алӑ пусса.
Сбербанк пуҫлӑхӗ Герман Греф Пӗтӗм тӗнчери альянспа 15 патшалӑх килӗшнине палӑртнӑ.
"Паянхи кун 15 ассоциаци залта, вӗсем искусствăлла интеллектăн сферинче Пӗтӗм тӗнчери альянс тӑвасси ҫинчен тивӗҫлӗ меморандума алӑ пусма килӗшрӗҫ. 13 представитель паян ӑна алӑ пусма хатӗр... Паян 15 ҫӗршыв ҫак ӗҫе уҫӑмлӑ, витӗр курӑнакан тума пӗрлешет", - тенӗ Греф.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, искусствӑлла интеллект - XXI ӗмӗрти ҫӑлкуҫ технологийӗ, кирек мӗнле технологи пекех, пысӑк вӑй-хӑват, анчах хӑрушлӑхсем те кӳрет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75830/photos/79474
https://ria.ru/20241211/putin-1988684338.html
материалĕсем тӑрӑх.