Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
19 Декабрӗн 2024, 14:32

Колледж студенчӗсем ӗҫ паракансемпе тӗл пулнă

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалӗн студенчĕсем ИП А.В.Смоловпа "отрасль сехечӗ" форматра тӗл пулнӑ.

Колледж студенчӗсем ӗҫ паракансемпе тӗл пулни - ӗҫе вырнаçмаллин пӗрремӗш утӑмĕ!
Ӗҫ паракан студентсене ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем çинчен каласа панӑ. Тӗлпулу питӗ туслӑ та ирӗклӗ лару-тӑрура иртнӗ. Ҫавӑн пек тӗлпулусем питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем студентсене ӗҫ паракансен сӗнӗвӗсем ҫинчен информаципе тивӗҫтерме май параҫҫӗ, ӗҫ тытӑмӗпе те, условийӗсемпе те, ҫавӑн пекех вӗсен пулас профессийӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен тӳррӗнех пӗлме май параҫҫӗ тата вӗсене малашнехи ӗҫе вырнаçас ыйтӑва татса парассине шанма май параҫҫӗ.
Мероприятире ӗҫпе тивӗҫтерекен центр инспекторӗ те тухса каланă, халӑха ӗҫе вырнаҫтарма пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫлакан ӗҫ программисемпе паллаштарнă.
#Бижбуляк_занятость
#ЯтрудРБ
#РаботаВРоссии #Занятость
#Минтрудрб
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлек филиалӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club95382440

Колледж студенчӗсем ӗҫ паракансемпе тӗл пулнă
Колледж студенчӗсем ӗҫ паракансемпе тӗл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: