2025 ҫулта Пушкӑрт Республикинчи программӑпа 98 кил карти территорине хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Кун пирки ПР ЖКХ министерствинче пӗлтернӗ.
"Башкирские дворики" программӑпа пилӗк ҫул хушшинче 1326 кил картине, ултӑ миллиард ытла тенкӗ тӑкакласа, йӗркене кӗртнӗ. Программӑна 2019 ҫулта Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарса янӑ.
Программӑна пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ ытларах республика бюджетӗнчен уйӑраҫҫӗ. Хуласемпе районсенчи килкартисем хӑтлӑрах та хӑрушсӑртарах пулса тӑнă, ҫакна 400 пин ҫын палăртнă. 2024 ҫулта 143 картише хӑтлӑх кĕртнĕ. Ҫакна тума регион хыснинчен 1 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Палӑртса хӑваратпӑр, кил картисене хӑтлӑх кӗртнӗ чухне тумалли ӗҫсен шутне хӑрушсӑр резина виткӗҫлӗ ача-пӑча площадкине, спорт площадкине, парк вырӑнӗсене ҫӗнетес, ҫутатас, видеонаблюдени тӑвас, пӗчӗк архитектура формисене (тенкелсене, урнăсене т.ыт. те) вырнаҫтарас ӗҫсене кӗртеҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ЖКХ министерстви.