Январӗн 9-мӗшӗнче регион пуҫлӑхӗ Пушкӑртри Кушнаренкă районӗнче ӗҫленӗ. Радий Хабиров ытти объектсем хушшинче Ахсан Насибуллин фермер предприятийӗнче те пулнӑ.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, фермер хуҫалӑхӗн продукцийĕн пахалӑхлӑхĕ тата унӑн техӗмлĕхӗ тӗлӗнтерет.
Ферма ҫитӗнӗвӗсене нумаях пулмасть "Предприниматель сехетӗнче" сӳтсе явнӑ. Хуҫалӑх ертӳлӗхӗ патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисемпе хастар усӑ курать тата курӑмлӑ результатсем кӑтартать.
Радий Хабиров чăкăт пĕçересси – кӑткӑс сегмент, пысӑк квалификаци тата чӑтӑмлӑх ыйтаканскер, республикӑра та ҫавӑн пек компетенцисене аталантарма май килнине палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: https://t.me/radiyhabirov