#владимирпутин
Путинпа Лукашкенко стратегилле партнерствӑна ҫирӗплетес ӗҫе ҫирӗплетнĕ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тата Беларуç президенчӗ Александр Лукашенко икӗ ҫӗршывăн союзничествăпа стратегилле партнерствине малалла ҫирӗплетес шухӑш-кӑмӑла ҫирӗплетнĕ, çавӑн пекех малалла та контактсем ҫинчен калаҫса татăлнă, пĕлтерет Кремль пресс-служби.
"Икӗ ҫӗршывăн союзничествăпа стратегилле партнерствине малалла ҫирӗплетес тӗлӗшпе лидерсем иккӗшӗ те пӗр шухӑшлӑ пулнине ҫирӗплетсе панă тата малашнехи уйрӑм контактсем ҫинчен калаҫса татӑлнă", - тенӗ пӗлтерӳре.
Белта патшалăх агенстви Беларуç лидерӗн пресс-службин информацине тĕпе хурса пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем икӗ енлӗ ҫыхӑнса ӗҫленин активлӑ ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ, Беларуçпа Раҫҫей сотрудничествин интенсивлӑхне пур сферӑра та пулӑшмалла.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/76131/photos/79832
https://ria.ru/20250119/lukashenko-1994465403.html
материалĕсем тӑрӑх.