Çутă çул
-25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
14 Нарӑсӑн , 13:06

Çирĕклĕ клубӗнче профориентаци сехечӗ иртнӗ

Çирĕклĕ ял клубӗнче "Культработник – интереслӗ професси" профориентаци сехечӗ иртнӗ.

Çирĕклĕ клубӗнче профориентаци сехечӗ иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче профориентаци сехечӗ иртнӗ

Кам пулмалла? Мӗнле профессие суйламалла? Пурнӑҫра хӑй тӗллӗн шухӑшласа кӑларни вӑл - пиртен кашнинех питӗ кирлӗ суйлав. Паян ачасенчен ҫурри шкултан вӗренсе тухнӑ ҫӗре ӑҫта вӗренме каймаллине пӗлмеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ, тусӗсем канаш панипе профессие суйлаҫҫӗ, пулас ӗҫӗн тата унӑн малашлӑхӗ ҫинчен пӗлмеҫҫӗ.
Çирĕклĕ ял клубӗнче "Культработник – интереслӗ професси" профориентаци сехечӗ иртнӗ.
Ертсе пыракан культура ӗҫченӗн профессийӗ питӗ кирлӗ те интереслӗ пулни ҫинчен каласа панă, унпа эсир яланах чи интереслӗ те илӗртӳллӗ ӗҫсен, ҫутӑ событисен центрӗнче пулатӑр. Тӗрлӗ ҫулти ҫынсемпе хутшӑнма, активлӑ та пултаруллӑ ҫамрӑксемпе пӗр тан утма, аслӑ ӑрури ҫынсен ӑс-хакӑлӗпе опытне пухма, ача-пӑча пултарулӑхӗн пӗчӗк ҫӑлтӑрӗсене тупма, кашнинех пултарулӑхӑн ҫутӑ ҫулӑмӗпе хӗрӳленме, пурне те пӗлесшӗн ҫунакан тата шыравҫӑ умӗнче пултарулӑхне уҫса пама пулӑшать.
Пулас абитуриентсене хӑйсен шӑпине искусствӑпа ҫыхӑнтарас, ҫутӑ, интенсивлӑ пурнӑҫпа пурӑнас текен кирек кам та ӑҫта кайма пултарни ҫинчен каласа панӑ.
Культура ӗҫченӗсем чĕнсе каланă: "Ҫамрӑк ҫынсем! Каччӑсемпе хӗрсем! Кам ӑслӑ та пултаруллӑ, креативлӑ, йывӑрлӑхсенчен хӑрамасть, культработник ӗҫне суйласа илӗр. Ку сферӑн специалисчӗсем яланах кирлӗ, районта та вӗсем ялан кирлӗ."
Тӗлпулу питӗ ӑшӑ та эмоциллӗ иртнĕ!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club135580128

 

 

Çирĕклĕ клубӗнче профориентаци сехечӗ иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче профориентаци сехечӗ иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче профориентаци сехечӗ иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче профориентаци сехечӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: