#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тунтикун, февралӗн 17-мӗшӗнче, регион социаллӑ пурнӑҫпа экономики аталанӑвӗ ҫинчен каласа панӑ Камчатка крайӗн губернаторне Владимир Солодова Кремльте йышӑннӑ.
"Паллах, пирӗншӗн чи пӗлтерӗшлӗ результат — пӗтӗм тӗнчери аэропорта туса пӗтерни. Эпир строительство ĕçне вĕçлерĕмĕр, апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа рейссене пурне те ҫӗнӗ аэровокзал комплексне куҫарӗҫ, унта гостиница та, конгресспа курав центрӗ те пулӗҫ", — палӑртнă Солодов.
Губернатор Камчатка крайĕнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене регион пулӑшӑвӗн программипе 107 лаптӑк ҫӗр пани тата горноруднăй промышленноç отраслӗн сотрудникӗсене хатӗрлес енӗпе Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче чи лайӑх кластер туни ҫинчен пӗлтернӗ.
Ҫак хӗл регионта шартлама сивӗ, - 50 градус таран çитет, тесе хушса хунă Солодов. Кунсӑр пуҫне, специалистсем Безымянный вулкан сирпӗнсе тухма хатӗрленнине ӑнлантарнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/76279