Ялти "Пуласлӑх команди" ҫамрӑксен регионти форумне хутшӑнакансем Радий Хабировпа тӗл пулсан экологи туризмне аталантарасси тата республикӑра экофермӑсем тӑвас темăна та хускатнӑ.
— Экологи повестки — питӗ лайӑх. Халӗ ҫамрӑксем пирӗн тавралӑх хутлӑхӗн пурлӑхне, ҫутҫанталӑк палăкӗсене упраса хӑварасси пирки тӑрӑшаҫҫӗ. Ку савӑнтарать, — палӑртнă Радий Хабиров. — Республикӑра экофермӑсем йĕркеленме пуҫларӗҫ. Туристсем ҫакӑн пек вырӑнсене юратаҫҫӗ. Унта ҫутҫанталӑк та илемлӗ, тӗрӗс апат. Республикӑра илемлӗ вырӑнсенче вырнаçнă глэмпингсен шучӗ те ӳснӗ. Эпир ҫавӑн пек предпринимательсене пулӑшма хатӗр — субсиди проектӑн ҫуррине тавăрать.
Ҫавӑн пекех ҫамрӑк ҫынсене республикӑри ялсенче эрех-сӑрапа усал ӗҫ тӑвассипе кӗрешмелли тема хумхантарнӑ. Радий Хабиров ҫак ыйтӑва регион халӑхне илессишӗн татса пани пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
— Арҫынсен пурнӑҫӗн вӑтам тӑршшӗ пирӗн хӗрарӑмсеннинчен сахалрах. Мӗншӗн уйрӑмлӑх? Ҫав шутра алкоголе пула та. Эпир унпа кӗрешме тытӑнтӑмӑр, сӑмахран, "Урӑ ял" конкурса хута ятăмăр. Ҫынсем хӑйсем пуҫарулӑх кӑтартаҫҫӗ, хӑйсен ялӗсене аталантарма укҫа-тенкӗ суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх мӗн те пулин тума, — тенӗ Радий Хабиров.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.