Çутă çул
-2 °С
Юр
Пур хыпар та
Экономика
26 Нарӑсӑн , 12:38

Колледж студенчĕсем ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕпе тĕл пулнă

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче студентсем мастер-класа хутшӑннӑ, профориентаципе тест иртнӗ.

Колледж студенчĕсем ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕпе тĕл пулнă
Колледж студенчĕсем ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕпе тĕл пулнă

Юрӑхлӑ ӗҫ шыраса тупма пулӑшас ыйтусем тӗлӗшпе пӗрлехи ӗҫ тата пӗрле ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӳ шайӗнче, студентсен ӗҫ рынокӗнче социаллӑ пурнӑҫпа професси адаптацине пулăшас тĕллевпе, халӑха ӗҫпе тивӗҫтермелли центр специалисчӗсем Пелепейри механизаципе элекрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕнче ӗҫлеҫҫӗ, вӑл Карьера центрӗ шутланать.

Пелепейри механизаципе элекрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕн студенчĕсем Пишпÿлек районӗнчи ĕçпе тивĕçтерекен территори центрĕн пайӗн специалисчӗпе  тӗл пулнă. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче студентсем мастер-класа хутшӑннӑ, профориентаципе тест иртнӗ.

Ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру ҫинчен, вӗренсе тухакансен стажировки ҫинчен тата ĕçпе тивĕçтерекен службăн ытти енӗсем ҫинчен консультаци илнĕ.

Ачасем хастар хутшӑннă, ыйтусем панă.

#Бижбуляк_занятость

#ЯтрудРБ

#РаботаВРоссии

#Занятость

#Минтрудрб

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек районӗнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн социалла сетьри страницинчен.

https://vk.com/club180603777

 

 

Колледж студенчĕсем ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕпе тĕл пулнă
Колледж студенчĕсем ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕпе тĕл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: