Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
13 Мартӑн , 12:18

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет

Харпӑрҫӑ Ирик Махиянов кайӑк-кӗшӗк йышне ӳстерме шутлать.

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет


Харпӑрҫӑ Ирик Махиянов кайӑк-кӗшӗк йышне ӳстерме шутлать.
Социаллӑ пурнӑҫпа экономика малашлăхĕ ялти ӗҫчен производительсем йывӑрлӑхсенчен хӑраман ҫамрӑксенчен тӗпрен килет. Ун пек тӗслӗхсем те сахал мар, вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе кӑмӑл-туйӑмне малалла аталантарма пулӑшаҫҫӗ.
— Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пишпÿлекре ялхуҫалӑх ӗҫӗсен ӑстине вӗренсе тухрăм, унтан Стерлитамакри ПУра вӗрентĕм, механик дипломне илтĕм, - тет Ирик Махиянов.—Договор тӑрӑх строительство тата уйрӑм ӗҫсем тума пуҫларӑм. Хӑвӑрах ӑнланатӑр, ҫакӑн пек ӗҫ-хӗл вӑхӑтлӑха кăна, урӑхла каласан, ӑнсӑртран килсе тухнӑ ӗҫрен килет. Ҫавӑнпа та 2021 ҫулта хамăн ӗҫе пуҫласа кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес ӗҫе тытӑнма шут тытрăм. Ҫӗнӗ ӗҫе тытӑнас тесен, хамăн иномаркăна сутма тиврӗ. Кăрканти ватӑ асатте ҫурчӗ вырӑнӗнче чӑх-чӗп усрама пысӑк ҫурт туса лартрăм. Малтан хӗрлӗ-шурӑ аш-ҫӑмарта ăратлă 200 чӑх туянтӑм. 2024 ҫулта, хама хам шанса, районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр урлӑ социаллӑ контракта тӗпе хурса, мана социаллӑ пулӑшу парсан, Чекмагушран ӑратлӑ чӑх-чӗп туянтӑм. Кайӑк-кӗшӗк йышне 300 пуҫ таран ӳстертĕм. Уйӑрнӑ укҫапа Удмуртирен универсаллӑ ҫӗнӗ инкубатор туянтӑм. Кунта ятарлӑ компьютер программипе 800 ҫӑмарта пӗр вӑхӑтрах хурса пулать. Инкубаторти пӗтӗм процеса автоматизациленӗ. Ҫӑмарта хунӑ чухне тӳрех конкретлӑ температурӑна, нӳрлӗхпе вентиляци шайне программăпа параҫҫӗ. 28 кунран манӑн мамӑклӑ пӗчӗк чӗпсем тухрӗҫ. Выльӑх апатне чӑх-чӗпсем валли те, чӑхсем валли те Абдулинран туянатӑп. Манӑн хамӑн дробилка пур. Хӑш чухне кунтах, вырӑнтах, тӗштырӑ культурисен тӗрлӗ сорчӗсене ирттерсе яратӑп. Кӑмӑл пулсан, ҫӑлӑнӑҫ яланах тупӑнать.
Нихҫан та хуйхӑрман, ӗҫчен те хастарлӑ Ирик Махиянов, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес ӗҫе юратаканскер, халӗ чӑх ҫӑмартисем туса кӑларассипе тата чӑх чӗпписем кӑларассипе пĕрле кӑркка ӗрчетессипе те аппаланасшӑн. Ҫутӑ та хӑтлӑ чӑх витинче уçă саслӑ автансемпе тата кӑтиклекен чӑхсемпе пӗрлех ятарласа тунӑ пысӑк читлӗхре пысӑк кӑркка хӑйне питӗ лайӑх туять. Хальлӗхе вӑл авланман-ха. Анчах виҫӗ пин тенкӗ тӳлесе татнӑ ӗнтӗ, ҫак кунсенче ун патне Стерлитамакран туяннӑ хитре кӑркка ами пырса кӗмелле.
— Ҫӑмарта сутас тӗлӗшпе манӑн йывӑрлӑх ҫук, — тет юлашкинчен Ирик Габдельбариевич. — Ҫӑмартасене ытларах вырӑнти халӑхпа Пишпÿлек ҫыннисем туянаҫҫӗ. Хӑвӑрт сутăнать, лавкарисемпе танлаштарсан, палӑрмаллах уйӑрӑлса тăраççĕ вӗт вӗсем. Вӗсем килти пек шултрарах та тутлӑрах. Хӑш-пӗр тавар илекенсем ҫӗршер те илеҫҫӗ. Суту-илÿ хакĕ теçеткешĕн 140 тенкӗ. Ҫынсем туянса продукцие мухтани мана, паллах, савӑнтарать. Кирек мӗнле ӗҫре те стимул пулмалла, ӗҫ те савӑнӑҫ кӳмелле. Мана ман мӑшӑр Айгуль Расимовнапа пӗчӗк ывӑл ҫунатлантараҫҫӗ те хавхалантараҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет
Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: