#владимирпутин
"Аэрофлот" генеральнӑй директорӗ Сергей Александровский апрелӗн 7-мӗшӗнче РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа Кремльте тӗл пулнӑ чухне пассажирсем турттарассине ӳстерни ҫинчен пӗлтернӗ.
2024 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх "Аэрофлот" ушкӑнӗ финанс производствин кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлас енӗпе чылай çитĕнÿ тунă. Эпир пурӗ 55 млн пассажир турттартăмăр", - палӑртнă вӑл.
"Аэрофлот" пуҫлӑхӗн сӑмахӗсем тӑрӑх, асӑннӑ кӑтарту 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 17% пысӑкрах. Ҫакна вӑл пысӑк ҫитӗнӳ, тенӗ.
Александровский палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулта 50 млн пассажир турттарассине ҫитерес тӗллев пулнӑ. Вӑл сывлӑш карапӗсен паркне юсамалли тата вĕçессин интенсивлӑхне лайӑхлатнă кӑтартусене пула пысӑкрах тӗллев пулнине палӑртнӑ.
Путин та, хӑй енчен, "Аэрофлот" РФ Транспорт министерствипе федерацин Инҫет Хӗвелтухӑҫ округӗ валли "лаптак" тарифсене анлӑлатмалли шухăша туса хатӗрлеме ыйтнӑ, анчах ҫав хушӑрах ку енӗпе коммерци тарифӗсене те татса пама ыйтнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/medium