Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
9 Апрелӗн 2025, 06:42

Шкул ачисем район хаҫачӗн редакцинче экскурсинче пулнă

Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулти 8-мĕш класра вӗренекенсем "Светлый путь" хаҫат редакцине экскурсие пынӑ.

Шкул ачисем район хаҫачӗн редакцинче экскурсинче пулнăШкул ачисем район хаҫачӗн редакцинче экскурсинче пулнă
Шкул ачисем район хаҫачӗн редакцинче экскурсинче пулнă


Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулти 8-мĕш класра вӗренекенсем "Светлый путь" хаҫат редакцине экскурсие пынӑ, унта хаҫат историйӗнчи интереслӗ фактсемпе паллашнă, хаҫатсен архив подшивкисене уҫа-уҫа пӑхнӑ.
Верстка кабинетӗнче хаҫат мӗнле пуçтарăнса йĕркеленнине чӑннипе курнă. Тӗп редактор Ирина Леонидовна Фомина сăнÿкерчĕксемпе текстсенчен пичет валли хатӗр страницӑсем мĕнле пулса тӑни ҫинчен тӗплӗ ӑнлантарса панă.
19 ҫул ӗҫ стажĕ пухнă хаҫат корреспонденчӗ Владимир Анатольевич Смолов хӑйӗн опычӗ ҫинчен каласа панӑ, хутла пӗлни, пуринпе те кăсăкланни тата тӗрлӗ ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пултарни кирлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл ачасене кӑмӑла каякан ӗҫ тупма сĕннĕ.
Экскурси асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк ÿкнипе вӗҫленнӗ. Ачасенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫамрӑк корреспондентсем пек пулса пăхма шутланă.
https://svetput.ru/news/novosti/2025-04-08/ekskursiya-v-redaktsiyu-rayonnoy-gazety-4189568

 

 

Шкул ачисем район хаҫачӗн редакцинче экскурсинче пулнă
Шкул ачисем район хаҫачӗн редакцинче экскурсинче пулнă
Шкул ачисем район хаҫачӗн редакцинче экскурсинче пулнă
Шкул ачисем район хаҫачӗн редакцинче экскурсинче пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас