Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Экономика
19 Майӑн 2025, 06:33

Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаçмалли ярмӑрккăн федераци тапхӑрӗ Пушкӑртра иртет

2025 ҫулхи июнĕн 27-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикинчи хуласемпе районсенче Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаçмалли ярмӑрккăн федераци тапхӑрӗ тата кирлӗ профессисен «ПрофФест» фестивалӗ иртет.

Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаçмалли ярмӑрккăн федераци тапхӑрӗ Пушкӑртра иртетПӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаçмалли ярмӑрккăн федераци тапхӑрӗ Пушкӑртра иртет
Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаçмалли ярмӑрккăн федераци тапхӑрӗ Пушкӑртра иртет
2025 ҫулхи июнĕн 27-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикинчи хуласемпе районсенче «Работа России. Время возможностей.» Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаçмалли ярмӑрккăн федераци тапхӑрӗ тата кирлӗ профессисен «ПрофФест» фестивалӗ иртет. 
Мероприятисене предприятисенче кадр дефицичӗн ыйтӑвне татса пама, кирлӗ профессисене сарма, ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫтармалли майсене анлӑлатма, ҫавӑн пекех шкул ачисене професси ориентацийӗпе пулӑшма палӑртнӑ.
 
Ярмăрккӑна хутшӑнакансем республикӑри ертсе пыракан предприятисен ваканси майĕсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Пыракансене профориентаци мероприятийӗсем кӗтеҫҫӗ: мастер-классем, вӑйӑсем, профпробсем, профдиагностика тата ытти те.
 
Аса илтеретпӗр, 2025 ҫулхи апрелӗн 18-мӗшӗнче иртнӗ ярмăрккӑн регионти тапхӑрӗ 29,8 пин граждан тата  «Работа России» платформа ҫине вырнаҫтарнӑ 15,8 пин ваканси сӗннӗ 900 ӗҫ паракана пуҫтарнӑ.
 
Ярмăрккӑн федераци тапхӑрне хутшӑнма 2025 ҫулхи майăн 20-мӗшӗччен заявка памалла.
 
 
 
 
Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаçмалли ярмӑрккăн федераци тапхӑрӗ Пушкӑртра иртет
Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫе вырнаçмалли ярмӑрккăн федераци тапхӑрӗ Пушкӑртра иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас