

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Кремльте Севастополь губернаторӗпе Михаил Развозжаевпа тӗл пулнă.
Чиновник регионăн экономика аталанӑвӗ ҫинчен патшалӑх пуҫлӑхне отчет панӑ. Сӑмахран, Севастополь хӑйӗн тупӑшӗсене 2025 ҫулхи пӗрремӗш кварталшӑн 8,6 миллиард тенкӗ илнӗ, 2024 ҫулхи ҫакӑн пек тапхӑртипе танлаштарсан, 136% ытларах.
Губернатор регионăн «иҫӗм ҫырли» вино отрасльне аталантарни пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал Ял хуçалăх министерстви урлă иҫӗм ҫырли пахчисем тума 738 миллион палӑртнӑ. Вино тӑвакансене пӗрлештерекен "Турруар" проектра 43 ҫын шутланать.
Чиновник вара Инкерманин аслӑ заводне ҫӗнӗрен чӗртсе ҫӗнетесси ҫинчен хушса хунӑ. Унта вино туризмӗн центрӗ пулать, проекта 4,2 миллиард инвестици уйӑрнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Кремль официаллӑ сайчӗ.