Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Экономика
2 Июлӗн 2025, 05:41

Путин Тамбов облаҫӗн пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Первышовпа тӗл пулнă

#владимирпутин

Путин Тамбов облаҫӗн пуҫлӑхӗн  тивĕçĕсене пурнăçлакан Первышовпа тӗл пулнăПутин Тамбов облаҫӗн пуҫлӑхӗн  тивĕçĕсене пурнăçлакан Первышовпа тӗл пулнă
Путин Тамбов облаҫӗн пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Первышовпа тӗл пулнă
#владимирпутин
Президент Тамбов облаҫӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Евгений Первышовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.  
Евгений Первышов Президента облаҫри хальхи лару-тӑру, сӑмахран, ял хуҫалӑхне, туризма, сывлӑх сыхлавне аталантарасси, ҫурт-йӗр хута ярасси пирки каласа кӑтартнӑ, ытти ыйтусене сӳтсе явнӑ.
- Тамбов облаҫне аталантарасси пирки калас пулсан, ҫитес вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртме хатӗрленекен чылай ҫул-йӗре палӑртрӑм.
Сергей Семенович Собянин «Время героев» программӑпа вӗрентекен пулнă май пуррипе усӑ курса, эпӗ ăна Тамбов облаҫӗн транспорт стратегине туса хатӗрлеме пулӑшма пултӑм, мӗншӗн тесен, паллах, Мускав кунта – лидер, тӗнче лидерӗ. Вӑл мана паян транспорт стратегине хатӗрлеме тытӑннӑ института уйӑрса пачӗ. Унсӑр пуҫне пассажир транспорчӗпе те пулӑшать: темиҫе автобус уйӑрса пачĕ, вӗсене эпир часах линие кăларатпӑр ӗнтӗ, - каласа кӑтартнă Тамбов облаҫӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан.
 
 
 
Путин Тамбов облаҫӗн пуҫлӑхӗн  тивĕçĕсене пурнăçлакан Первышовпа тӗл пулнă
Путин Тамбов облаҫӗн пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Первышовпа тӗл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас