#владимирпутин
Робототехникӑна Раҫҫей экономикипе промышленноҫне кӗртни - ҫӗршыв аталанӑвӗн чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри. Кун пирки июлĕн 3-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Стратегилле пуҫарусен агентствин (АСИ) «Сильные идеи для нового времени» форумӑн пленум ларӑвӗ вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
«Чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрсенчен пӗри вӑл - экономикӑна, Раҫҫей промышленноҫне робототехникӑна кӗртесси. Эсир ун ҫинчен пӗлетӗр, эпир пӗрмаях ун ҫинчен калаҫатпӑр <... > Ку пирӗн аталанӑвӑн тӗп ҫул — йӗрӗсенчен пӗри», - палӑртнă патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Путин хальхи вӑхӑтра патшалӑх территорийӗнче роботизаци шайӗ пӗчӗк пулнине уҫӑмлатнă. Кун пек чухне ҫак пуҫарӑва ӗҫе кӗртни кадрсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама тата Раҫҫейре промышленноҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме пулӑшӗ.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, роботсем «Азимов саккунӗсемпе» сиен кӳмеҫҫӗ кӑна мар, усӑ та кӳреҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos