

Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн «Раҫҫей ăмӑрткайӑкӗсем» кӑнтӑрлахи лагерӗнчи черетлӗ кун тӗлӗнмелле те интереслӗ экскурси илсе килнĕ ачасене. Хальхинче ачасем Пишпÿлекри лимонад цехӗнче пулнă. Ҫак тутлӑ ача-пӑча ӗҫмине туса илмелли тапхӑрсемпе паллашнă. Экскурсовод цехсем тӑрӑх интереслӗ те пӗлӳллӗ ҫулҫӳрев ирттернӗ. Тен, ачасенчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн пулас профессийӗ пирки шухӑша кайĕ?
Экскурси ачасене питӗ килӗшнӗ, пулма май туса панӑшӑн цех администрацине тав тăваççĕ.
#ЛДПОрлятаРоссии
#Бижбуляк3школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.