#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ял хуҫалӑх енӗпе пултаруллă ертӳҫӗсене тупса палӑртмашкӑн конкурс йӗркелеме хушнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва июлĕн 17-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленӗ.
«Ял хуҫалӑх енӗпе пултаруллă ертӳҫӗсене, лидер тата управлени пахалӑхӗсене палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерессине кӗртекен проект туса хатӗрлемелле, ҫак тӗллевпе «Раҫҫей — майсен ҫӗршывӗ» автономиллӗ коммерциллӗ мар организацие хушма укҫа-тенкӗ уйӑрассине пӑхса хӑвармалла,» - тесе çырнă материалта.
Программӑна кӑҫалхи октябрĕн 1-мӗшӗччен хатӗрлемеллине паллă тунă.