Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
18 Июлӗн , 10:17

Радий Хабиров республикӑри ҫул-йӗр сетьне аталантармалли çинчен каласа панă

Июлӗн 16-мӗшӗнче Бурай районӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров журналистсемпе калаҫнӑ май  М–12 «Восток» федераллӑ трассӑн Дюртюли-Ачит ҫӗнӗ участокӗн социаллӑ экономика эффекчӗ ҫинчен каласа панă.

Радий Хабиров республикӑри ҫул-йӗр сетьне аталантармалли çинчен каласа панă
Радий Хабиров республикӑри ҫул-йӗр сетьне аталантармалли çинчен каласа панă
Июлӗн 16-мӗшӗнче Бурай районӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров журналистсемпе калаҫнӑ май Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин уҫнӑ М–12 «Восток» федераллӑ трассӑн Дюртюли-Ачит ҫӗнӗ участокӗн социаллӑ экономика эффекчӗ ҫинчен каласа панă.
Регион ертӳҫи Пушкӑртстан тӑрӑх 2005 километр ҫӗнӗ ҫул ирттернине палӑртнӑ. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, проект пӗлтерӗшлӗ. Ӑна тата малалла тӑсӗҫ. Ун валли укҫа пур ӗнтӗ.
 
- Халӗ пирӗн тӗллев – Уфаран М-12 ҫул патне çитессине пӗрремӗш категорие ҫитересси. Кун валли укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ ӗнтӗ, уйрӑм лаптӑксем проект тапхӑрӗнче. 
Малалла Республика Пуҫлӑхӗ М-5 «Урал» федераллӑ трассӑна ҫӗнетес ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен пӗлтернӗ.
 
– Пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫ тумалла – ăна Челябинскран Уфана ҫитермелле. 
М-5 трасса ҫӗршывшӑн стратеги пӗлтерӗшлӗ. Ӑна Урал тӑвӗсен ту пайӗ урлӑ хывнӑ, унта Балтика ялӗнчен пуҫласа Челябинск облаҫӗпе чикӗленичченех кӑткӑс участоксем пур.
 

 

Радий Хабиров республикӑри ҫул-йӗр сетьне аталантармалли çинчен каласа панă
Радий Хабиров республикӑри ҫул-йӗр сетьне аталантармалли çинчен каласа панă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас