Çутă çул
+28 °С
Облачно
Экономика
1 Августа 2025, 07:14

Трансформатор подстанцине реконструкциленӗ

Кивелнӗ трансформатор подстанцийӗсене планпа улӑштарасси - районта электричествӑпа ҫирӗп тивӗҫтерес ӗҫре чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев.

Трансформатор подстанцине реконструкциленӗТрансформатор подстанцине реконструкциленӗ
Трансформатор подстанцине реконструкциленӗ
Кивелнӗ трансформатор подстанцийӗсене планпа улӑштарасси - районта электричествӑпа ҫирӗп тивӗҫтерес ӗҫре чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев.
Пишпÿлек районĕнче электролинисем пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленине тата электросетьре 220 вольтлӑ улшӑнуллӑ ток яланах пулнине ялсенчи ҫынсем паян талӑкӗпех тӑтӑш напряжение тытса 60 трансформатор подстанцийӗ тивӗҫтереҫҫӗ. Вӗсен те, кирек мӗнле оборудовани пекех, хӑйсен ĕçлемелли ӗмӗрӗ пур. Ҫавна май, кивелнӗ трансформаторсене планпа улӑштарасси — электроснабжение ҫирӗп тытса тӑма чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев. Оборудование тӑтӑш ҫӗнетни авариллӗ лару-тӑруран хӑтӑлма кӑна мар, электроэнергипе усӑ курассин тухӑҫлӑхне ӳстерме те май парать. Ҫӗнӗ трансформаторсен, сăмахран, КПД пысӑкрах, ҫакӑ электроэнерги панӑ чухне ҫухатусене чакарма, ҫавна май потребительсем валли электроэнерги тӑкакӗсене чакарма май парать.
- Район центрӗнчи «Светлый путь» хаҫат ҫурчӗпе юнашар вырнаҫнӑ КТПН-19 трансформатор подстанцине улӑштармалли вӑхӑт ҫитрӗ, - тет «Бижбулякский энергосервис» ООО ертӳҫи Азат Минигазимович Хасанов. - Ҫак трансформатор подстанцийӗ Пишпÿлекри Советская тата Победы урамӗсенче вырнаҫнӑ офис, суту-илӳ ҫурчӗсемпе пурӑнмалли сектора электричествӑпа тивӗҫтерет. Иртнӗ эрнере пирӗн энергетиксен мобильлӗ бригади трансформатор подстанцийӗн никӗсне — йӑтакан пайне, тимӗр пӑрӑхсемпе кӗтессенчен тимӗр кӳлепе шăратса бетонласа хатӗрленӗ. Ӗҫе хута ярас-йӗркелес ӗҫсене организацин опытлӑ участок начальникӗ Алексей Владимирович Денисов ертсе пынӑ. Ӑна Айдар Висонович Мингажев мастер тата Александр Витальевич Павловпа Дмитрий Юрьевич Таймасов электромонтер-водительсем пулӑшнӑ. Пускӑч автомачӗсене, ҫавӑн пекех ҫӗре кӗмелли контура шӑнкӑртаттарассипе тата профилактика ирттерессипе планпа пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Кӗҫнерникун ҫӗнӗ трансформатор подстанцине электросетьпе ҫыхӑнтарнă. Ку хальхи трансформатор подстанцийӗ киввинчен уйрӑлса тӑрать. Вӑл киввинчен виҫӗ хут пӗчӗкрех, эстетикӑллӑ сӑн-сӑпатлӑ, тавралӑхпа  килӗшсе тӑрать.
Трансформатор подстанцине улӑштарас ӗҫ - кӑткӑс та яваплӑ задача, вӑл специалистсенчен пысӑк квалификаци ыйтать. Ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑхсене сирес тесе ӗҫсене хӑрушсӑрлӑхӑн мӗнпур нормисемпе правилисене пӑхӑнса ирттереҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
 
 
Трансформатор подстанцине реконструкциленӗ
Трансформатор подстанцине реконструкциленӗ
Трансформатор подстанцине реконструкциленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас