385 ҫулхи историллӗ Пишпÿлек ялĕн нумай енлӗ икӗ пысӑк та явап — районти ҫак чи пысӑк ял пӗр вӑхӑтрах район центрӗ тата Пишпÿлек ял Совечӗн тӗп усадьби шутланать. Пишпÿлекре ҫулсерен ҫӗнӗ урамсемпе тротуарсемлӗ, ача-пӑча вылямалли площадкӑллӑ вырăнсем тата суту-илӳ точкиллӗ илемлӗ ҫуртсемпе коттеджсем тӑваҫҫӗ. Юлашки икӗ ҫулта тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе мӗн туни ҫинчен Пишпÿлек ял тăрăх пуҫлӑхӗ Александр Семенов каласа парать.
— Пишпÿлек ял Советне кӗрекен 12 яла тирпей — илем кӗртессипе районти кирек хӑш ял тӑрӑхӗнчи пекех ҫулсерен тӑрӑшатпӑр, — тет сиксе тухакан ыйтусене татса пама оптимистла шухӑшлакан Александр Александрович. — Чи пысӑккисем, пӗлтерӗшлисем ҫинчен ҫеҫ калатӑп. Ҫакна пурне те пирӗн ял тӑрӑхӗ «Пушкӑртстан Республикин ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ» федераллӑ программӑна хутшӑннипе тума май пулчӗ. Ку программа ялсене тирпей-илем кӗртме укҫа-тенкӗ уйӑрассине пӑхса хӑварать. Программӑна эпир тӑваттӑмӗш ҫул хутшӑнатпӑр ӗнтӗ. Ырӑ кӑтартусем те курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Пӗрремӗш ҫул эпир Алексеевкӑра, Баршра тата Пишпÿлекре урамсенчи кивелнӗ ДНАТ çутă ламписене энергие перекетлекен тӑватҫӗр ытла светодиодлӑ светильниксемпе ылмаштартӑмӑр. Иккӗмӗш ҫулхине программӑна хутшӑнса йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсем вырнаҫтарнӑ лаптӑксене йӗркелерӗмӗр. Виҫҫӗмӗш ҫулхине «Огонек» лавккаран пуҫласа православи Ҫветтуй Троица храмӗ таран Центральная урамри тротуарсене юсаса ҫӗнетме тытӑнтăмăр. Кӑҫал чиркӳрен пуҫласа Молодежная урамне ҫити тротуар сукмакӗсем тӑсрăмăр. Пӗтӗмӗшле 2,5 километр тӑршшӗ тротуарсене ҫӗнетрĕмĕр. Пишпÿлек ялӗн тӗп площадĕнче иккӗмӗш ҫул реконструкци пырать: ҫуллахи витнӗ эстрада турăмăр, ярмӑрккӑ павильонӗсем вырнаҫтараҫҫӗ. Лаптӑка пӗтӗмпех асфальт сарӗҫ.
Владимир Смолов.