Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
13 Августӑн 2025, 06:00

Путин карап тӑвакан промышленноҫа ҫӗнетме хушнӑ

#владимирпутин 

Путин карап тӑвакан промышленноҫа ҫӗнетме хушнӑПутин карап тӑвакан промышленноҫа ҫӗнетме хушнӑ
Путин карап тӑвакан промышленноҫа ҫӗнетме хушнӑ
#владимирпутин 
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин РФ карап тӑвакан промышленноҫа модернизацилессипе тата вӑрах вӑхӑтлӑх аталантарассипе хушусем панӑ, пӗлтернӗ патшалӑх пуҫлӑхне пулӑшаканĕ, Тинӗс коллегийӗн председателӗ, СБ яланхи членӗ Николай Патрушев.
Путин июлӗн 25-мӗшӗнче РФ хӑрушсӑрлӑх Канашӗн яланхи членӗсемпе ирттернӗ канашлура наци тинӗс политикин тухӑҫлӑхне ӳстерессине сӳтсе явма сӗннӗ. Ку ыйтупа Патрушев доклад тунӑ.
 
 «Канашлу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх патшалӑх пуҫлӑхӗ карапсем тӑвакан промышленноҫа модернизацилес тата вӑрах вӑхӑтлӑх аталантарас енӗпе хушусем панӑ. Сӑмахран, ют ҫӗршыв технологийӗсемпе комплектлакан пайсене пӑхӑнас мар тесе хамӑр ҫӗршыври малта пыракан ӗҫсемпе хастар усӑ курма пӑхса хӑварнӑ», - тенӗ Патрушев «Российская газета»  хаҫата панӑ интервьюра.
 
Новости РИА.
 
 
Путин карап тӑвакан промышленноҫа ҫӗнетме хушнӑ
Путин карап тӑвакан промышленноҫа ҫӗнетме хушнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас