«Бижбулякэнергосервис» ООО районта электричество сечӗсене ҫулсерен ҫӗнетет. Тӗп тӗллев: аварисӗр эксплуатаци, шанчӑклӑ тата пахалӑхлӑ кӳрекен электроэнерги потребителе ҫитересси.
2025 ҫулта ҫирӗплетнӗ Инвестици программипе килӗшӳллӗн, пирӗн бригадӑсем хальхи материалсемпе тата оборудованисемпе усӑ курса Пишпÿлек ялӗнче Чкалов, Садовая, Овражная, Строительная урамӗсем тӑрӑх икӗ километр тӑршшӗ ҫӗнӗ электричество линийӗсем тунӑ. 1980 ҫулсенче тунӑ кивӗ лини хӑйӗн срокне пӗтӗмпе ӗҫлесе татнă. Ҫавӑнпа авариллӗ ҫыхӑнусем час-часах пулнӑ. Тӗрексемпе пралуксем кивелнӗ. Электроэнерги парса тӑрассин шанчӑклӑхӗ те палӑртнӑ хаксенчен пӗчӗкрех пулнӑ. Пишпÿлек ялӗн Советская урамӗпе кивелнӗ электроподстанци вырӑнне ҫӗннине оперативлӑ вырнаҫтарма тиврӗ.
Хальхи вӑхӑтра Михайловкăри Шоссейная тата Ленин ячĕллĕ урамӗсем тӑрӑх электричество паракан сывлӑш линийӗсене ҫӗнӗрен 1,1 километр тӑршшӗ тӑваҫҫӗ, мӗншӗн тесен кивӗ лини начар лару-тӑрура. Ҫак объектра участок начальникӗ Алексей Владимирович Денисов ертсе пыракан оперативлӑ юсав ӗҫченӗсем хастар ӗҫлеҫҫӗ. Бригада йышӗнче Александр Витальевич Павлов, Дмитрий Юриевич Таймасов, Ригат Аксанович Идиятуллин, Геннадий Васильевич Николаев. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн ӗҫӗнче профессионал. Ҫак бригадӑна пула строительствӑна пахалӑхлӑ туса пыраҫҫӗ, ӑна чи кӗске вӑхӑтра туса пӗтерӗҫ.
Ӗҫ нумай, кивӗ объектсем те ҫителӗклӗ. Анчах сӑмах паратпӑр: ҫакӑнтан ҫитес ҫул производство хӑвӑртлӑхӗ чакмӗ.
Азат ХАСАНОВ,
«Бижбулякэнергосервис» ООО ертӳҫи.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Азат Хасанов.