

Пушкӑртстанра вырӑнти пуҫарусене пулӑшу памалли программӑн укҫа-тенкине самай пысӑклатнӑ. Республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров соцсетьсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, проектсене пурнӑҫлама кӑҫал 1,1 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи кӑтартусенчен 100 миллион ытларах.
Ҫулталӑкӑн уйрӑмлӑхӗ — ырланӑ заявкӑсен рекордлӑ шучӗ — пин ытла панисенчен 734 проект. Проектсен географийӗ республикӑри пур 54 района тата тăхăр хула округне те ярса илет. Вӑтамран кашни муниципаллӑ йӗркелӳ 12 яхӑн пуҫарӑва пурнӑҫа кӗртет.
«Вырӑнти пуҫарусене пулӑшни пирӗн хуласемпе ялсен сӑн-сӑпатне чӑннипех улӑштарма май парать. Пурнӑҫа кӗртнӗ кашни проект ҫынсен пурнӑҫне хӑтлӑрах тӑвать, влаҫпа общество хушшинчи ҫыхӑну вара — ҫирӗпрех», — палӑртнă Андрей Назаров.
Кӑҫал патриотизм тематикине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ: Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа палӑксемпе обелисксене ҫӗнетес енӗпе 52 пуҫару пурнӑҫланӗ.
Чи хастарри тӑхӑр район пулнă, вĕсем панӑ заявкӑсене пурне те ырланă.
Тӗп укҫа-тенке ҫулсене юсама, территорисене тирпей-илем кӗртме, социаллӑ объектсене — шкулсемпе больницӑсене —ҫӗнетме яраҫҫӗ. Программа пысӑк тухӑҫлӑх кӑтартать, ҫаплах укҫа-тенкӗ калӑпӑшне ӳстерет.