Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
22 Сентябрӗн 2025, 05:49

Пушкӑртстан бизнесменӗсене туризм инфратытӑмне аталантарма грантсем сӗнеҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан бизнесменӗсене туризм инфратытӑмне аталантарма грантсем сӗнеҫҫӗПушкӑртстан бизнесменӗсене туризм инфратытӑмне аталантарма грантсем сӗнеҫҫӗ
Пушкӑртстан бизнесменӗсене туризм инфратытӑмне аталантарма грантсем сӗнеҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан Республикин предпринимательствӑпа туризм министерстви туризм инфратытӑмне аталантарма грант илме заявкӑсем йышӑнасси пирки пӗлтернӗ. Документсене «Туризм тата тараватлӑх» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 2025 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

ПР предпринимательлӗхпе туризм министрӗ Светлана Верещагина ӑнлантарнӑ тӑрӑх, патшалӑх пулӑшӑвӗ туризм сферинче бизнес майӗсене анлӑлатма тӗллев лартнӑ. Грант укҫи-тенкине ятарлӑ оборудовани туянма, пляж территорийӗсене аталантарма тата вырнаҫтармалли ҫӗнӗ объектсем тума яма пулать.

Конкурса юридика сӑпачӗсем те, уйрӑм предпринимательсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. 2025 ҫулта пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 231,6 млн тенкӗпе танлашать, ҫав шутран 226,6 млн тенки — федераци укҫи. Регионӑн туризм инфратытӑмне лайӑхлатас енӗпе 30 ытла проект пулӑшу илме палӑртнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: pravitelstvorb.ru.

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2025-09-19/biznesu-bashkirii-predlagayut-granty-na-razvitie-turisticheskoy-infrastruktury-4395212

 

 

Пушкӑртстан бизнесменӗсене туризм инфратытӑмне аталантарма грантсем сӗнеҫҫӗ
Пушкӑртстан бизнесменӗсене туризм инфратытӑмне аталантарма грантсем сӗнеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас