

#владимирпутин
Ҫул ҫинчи аварисен шучӗ тата инкекре вилесси Раҫҫейре 9% чакнӑ. Кун пирки правительство председателӗн ҫумӗ Марат Хуснуллин РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулсан пӗлтернӗ.
«Тата тепӗр питӗ кирлӗ саманта палӑртса хӑварасшӑн: пирӗн патра юлашки пилӗк ҫулта автомобилизаци, машинӑсен шучӗ, 9% ӳснӗ, ҫул ҫинче турттарасси 36% ӳснӗ, уйрӑм участоксенче халӑх куҫӑмлӑхӗ 30-100% ӳснӗ пулин те, аварисен тата вилекенсен шучӗ 9% чакнӑ», — Хуснуллин сӑмахӗсене илсе кӑтартать Кремль сайчӗ.
Хуснуллин каланӑ тӑрӑх, 2025 ҫулта РФ ҫул-йӗр строительствин программине ытлашшипех пурнӑҫланӑ. Çулсене юсамалли графике ултă çула ҫырса хунӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Розалия Хисаева.
https://iz.ru/1964232/2025-09-30/khusnullin-soobshchil-putinu-o-snizhenii-avariinosti-na-dorogakh-rf