

Район администрацийӗнче «Креативлӑ индустри сехечӗ» иртнӗ. Администраци пуҫлӑхӗ А.М. Зарипов тата бизнес-шериф А.А. Семенов районти предпринимательсемпе тӗл пулнă. Тӗлпулура туризм отрасльне аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе районта чылай малалла кайма май килнӗ, анчах пирӗн хӑналӑх индустрине лайӑхлатма тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме тивӗҫ. Пишпÿлек районӗн кун валли потенциалӗ пысӑк. Предпринимательсемпе калаҫнӑ май майсене, пур йывӑрлӑхсене, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем мӗнпе пулӑшма пултарнине сӳтсе явнă. Предпринимательсем хастар ӗҫлени, плансем туни, хӑйсен шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшни питӗ савӑнтарать. Пӗрлешсе хамӑр района тата та илӗртӳллӗрех, паллӑрах тӑвӑпӑр. Туризм юхӑмне ӳстерес тесен туризм инфратытӑмне аталантармалла, туризм маршручӗсем йӗркелемелле. Районти предпринимательсем пур ыйтусене тата вӗсене татса памалли ҫул-йӗре, ҫавӑн пекех асӑннӑ ҫул-йӗре малалла аталантарассине пӗлтернĕ.
«Креативлӑ индустрисен сехетне» малалла та ирттерме палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz?from=groups