#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин октябрӗн 13-мӗшӗнче Ульяновск облаҫӗн губернаторĕпе Алексей Русскихпе тӗл пулнӑ май регион федераци бюджечӗ умӗнче пысӑк парӑмлине кӑтартнӑ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче Русских 2021 ҫултанпа регион тупӑшӗ ӳсни пирки каласа кӑтартнӑ.
«Анчах патшалӑх парӑмӗ ҫапах та пысӑк», — тенӗ президент губернатора коммерци кредичӗсен пайне тимлеме ыйтса.
Ҫав хушӑрах вӑл ҫак кредитсем хаклӑ пулнине регион пуҫлӑхне асӑрхаттарнӑ.
Губернатор патшалӑхӑн пысӑк парӑмне Ульяновск облаҫӗн тӑкакӗсем ӳснипе ӑнлантарнӑ. Русских каланӑ тӑрӑх, чи малтанах регион граждансене социаллӑ пулӑшу пама укҫа уйӑрать. Губернатор социаллӑ политикӑна пур енчен те пулӑшас ыйтура Ульяновск облаҫӗ экономика моделӗпе пӗрешкел ытти регионсенчен 50—70 процент маларах пыни ҫинчен статистика илсе кӑтартнӑ.
Русских коммерци кредичӗсен хаклӑхӗ хаклине йышӑннӑ, регионта ҫак ыйтӑва сирес ӗҫ малалла тӑсӑласса шантарнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/
https://iz.ru/1971931/2025-10-13/putin-ukazal-na-bolshoi-gosdolg-ulianovskoi-oblasti